Хутаçри чустара...

22 Мая, 2015

Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем Шупашкарта наркотик хутăшĕпе сутă тума май паман. Йĕксĕксене тытса чарма вĕсене «шанăç телефонĕ» пулăшнă. Планпа килĕшÿллĕн, саккуна пăсакан çынна хура ĕç тунă вăхăтра тытмалла пулнă. Çапла арçынна амфетаминăн черетлĕ партине сутма тăрсан ярса илнĕ.

Шупашкарта пурăнакан, ниçта та ĕçлемен арçынна ку ĕçре мĕн илĕртнĕ-ха? Ытти наркодилер пекех вăл та хăвăрт укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленнĕ. Çав арçын наркотик хутăшне пĕрре мар туянса пĕлĕшĕсене сутнă. «Синтетикăна» вăл гаражра упранă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем гаражсене тĕрĕсленĕ май хутаçри чустара 400 грама яхăн амфетамин тупнă. Ку пысăк виçе шутланать. Гаража ухтарман тăк наркотик ăçта саланасси каламасăрах паллă - Шупашкарта. Çавăн пекех унта электрон тараса, «синтетикăна» уйăрмалли хутаçсем тупнă. Халĕ çав арçыннăн хăвăрт пуяс ĕмĕчĕ пăчланнă ĕнтĕ. Унăн çирĕп айăплав кĕтмелли çеç юлать. Кун пек ĕçшĕн тĕрмене мĕн виличченех лартма пултараççĕ.

Рубрика: