Икĕ халăх хушшинчи туслăх çирĕплетекен Низами

21 Мая, 2015

Çак кунсенче кăна-ха хаçатра узбек халăх эпосне "Алпамыша" чăвашла куçарни çинчен пĕлтернĕччĕ. Халĕ, акă, пирĕн республикăра пурăнакан азербайджансем çинчен сăмах пуçарма сăлтав пур. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче "Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн хастарĕсем, чăваш çыравçисем, литературăпа искусствăна кăмăллакансем азербайджан поэчĕн Низами Гянджевин, чăваш халăхĕн Патриархĕн Иван Яковлевăн палăкĕсем умне чечексем хучĕç. Сăмах май, Низами палăкĕ Шупашкарта Ашмарин урамĕнче вырнаçнă. Азербайджансем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Низамин пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă куравпа та паллашрĕç, асăннă аслă шкулăн 5-мĕш корпусĕ умĕнче улмуççисем лартса хăварчĕç. Ун хыççăн педуниверситетра "Низами пултарулăхĕ тĕнче культурипе литературинче" ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕсене халалланă.

Ларăва ЧР вĕренÿ министерствин ăслăлăх пайĕн пуçлăхĕ Александр Атамов, Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕнн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Азиз Бадиров, Азербайджан Республикин писательсен союзĕн членĕ, "Оджаг" обществăн вице-президенчĕ Гидаят оглы Баделбейли Илхам, Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕн представителĕ Нофель Эльдар оглы Рустанов, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕн, журналистика факультечĕн деканĕ, филологи наукисен докторĕ Алена Иванова профессор, педуниверситет преподавателĕсемпе студентсем хутшăнчĕç. Пухăннисем малтанах майăн 19-мĕшĕнче Бакура 16 хутлă çуртра пушар тухнине пула 16 çын пурнăçĕ татăлнăшăн хурланса пĕр минут шăп тăчĕç. Тухса калаçакансем вуниккĕмĕш ĕмĕрте пурăннă Низами Азербайджан поэчĕ кăна мар, тĕнче шайĕнчи ăславçă, философ пулни çинчен каларĕç. Азиз Бадиров вара хăйĕн сăмахĕнче асăннă мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн, республикăн тĕп хулинче Низами палăкне лартма ирĕк панăшăн чăвашсене чун-чĕререн тав турĕ. "Чăвашсемпе азербайджансен хушшинчи туслăх çирĕп. Эпĕ хам Чăваш Енре 26 çул ĕнтĕ ĕçлесе пурăнатăп. Мана кунта калама çук килĕшет", - шухăшне палăртрĕ Азиз Магеррамович. Нофель Рустанов пĕлтернĕ тăрăх - Раççейре Низами палăкне виçĕ хулара лартнă: Мускавра, Санкт-Петербургра тата Шупашкарта. Сăмах май, Низамин тĕнчипе паллă ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Конференцие пухăннисем азербайджан халăхĕн мухтавлă ывăлĕн тахçанах тĕнче пуянлăхĕ пулса тăнă пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ вун-вун интереслĕ докладпа паллашрĕç.

Р.АНАТОЛЬЕВА

Рубрика: