Реклама хытă янăрасан

21 Мая, 2015

Кун пек чухне федерацин монополипе кĕрешекен службине çăхавлама май пулĕ. Саккун май уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

Ведомство пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Кашеваров пĕлтернĕ тăрăх, ФАС телекураври реклама роликĕсен сассине тĕрĕслекен лаборатори хута ярĕ. Малашне реклама тата кăларăмсен анонсĕн сасси телекураври контентран вăйлăрах пулмалла мар. Ведомствăн телеканалсене тĕрĕслемешкĕн ирĕк пулĕ. Çынсем çăхавласан та вĕсене тĕрĕслĕç.

Рубрика: