- Чăвашла верси
- Русская версия
Йăх-несĕле асра тытса
Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 2 «г» класĕнче вĕренекенсем мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсене асра тытса заметка çырчĕç. Ара, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ-çке. Класс ертÿçи Валентина Васильевна Францева вĕрентекен кашни ачан хайлавне пăхса тухса хак пачĕ, ăнăçлисене «Тантăша» сĕнчĕ.
Канаш районĕнчи Сител ялĕнче 1922 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă манăн асатте Михаил Федотович Федотов. Пурнăçа çав тери юратаканскере 1942 çулхи апрельте çара илнĕ. Карели фронтĕнчи çапăçусенче пĕрре мар пулнă. Йывăр аманнă, сентябрь уйăхĕн-че киле таврăннă. Хастарлăхне кура ордена та тивĕçнĕ.
Ялта та алă усса ларман, колхозра тăрăшнă. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă та пĕр вăхăт Ямаш шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Унтан Шĕкĕр шкулĕн директорĕнче вăй хунă. Шел, 1996 çулта вăл куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
Анна ФЕДОТОВА.
Мăн асаннен, Татьяна Викторовна Рековăн, хастарлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Вăрçă вăхăтĕнче госпитальте санитаркăра ĕçленĕ. Аманнă салтаксене вăхăтра пулăшу парас тесе ырми-канми тăрăшнă. Хĕрÿ çапăçу хирĕнчен суранланнă паттăрсене пĕрре çеç мар илсе тухнă. Юн парас ĕçре те хастарлăхĕпе палăрнă.
Аслă Çĕнтерĕве Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Ырă хыпара илтсен вĕсен савăнăç куççулĕ шăпăртатнă.
- Тинех, тинех кĕтсе илтĕмĕр çĕнтерĕве! - тесе пĕр-пĕрне ыталаса макăрнă.
...Майăн 9-мĕшĕнче эпир ялан Çĕнтерÿ паркне çитсе чĕрĕ чечексем хуратпăр. Паттăрсен ячĕсем нихăçан та пирĕн асăмсенчен тухмĕç.
Вăрçă кирлĕ мар пире! Яланах туслă пурăнасчĕ. Куллен кашниех сарă хĕвеле пăхса савăнтăр. Тĕнчере вăрçă çуккишĕн!
Анюта ФИЛИМОНОВА.
Кăçал ылханлă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитрĕ... Мĕн чухлĕ куççуль кăларттарман-ши вăл çынсене?
Манăн асаннен ашшĕне, Семен Ефимович Майкова, вунсакăр çул тултарсан фронта илсе кайнă. Хастар яш Тăван çĕршывшăн тăшманпа кар тăрса кĕрешнĕ. 1943 çулхине Орлов облаçĕнчи Акимовка ялĕшĕн пынă çапăçура йывăр аманнă.
Тепĕр мăн асатте, Андрей Кириллович Орлов, чукун çул станцийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Вăл ертсе пыракан станци витĕр фронта валли тиенĕ апат-çимĕç, хĕç-пăшал вакунĕсем иртнĕ.
Хамăн несĕлĕмсемпе мăнаç-ланатăп. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн тăрăшнă, ирсĕр тăшмана çапса аркатнă.
Вероника КОНСТАНТИНОВА.
Хаяр вăрçа пула мĕн чухлĕ çемье телейсĕр тăрса юлман-ши?! Унăн ирсĕрлĕхĕ манăн мăн асаттере те тарăн суран йĕрĕ хăварттарнă.
Наум Александрович Коновалов Вăрнар районĕнчи Кушар Юнтапара çуралса ÿснĕ. Çемье çавăрнăскер телейлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ. Вăрçă пуçлансан ытти çамрăкпа Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Килте вара виççĕри ывăлĕ тата çире пур мăшăрĕ юлнă.
Кăштахран мăшăрĕ хĕрача /манăн асаннене/ çуратнă. Тĕпренчĕкне Наум Александрович çулталăк иртсен, тăван тăрăха ĕçпе килсен, курнă та хĕпĕртенипе çÿлелле çĕклесе:
- Ÿс, çитĕн, хĕрĕм, мана кĕтсе ил! Хитре те ăслă пул, - тесе чуптунă.
Ачашшăн хăй çумне çупăрланă, унтан утьăкка сиктернĕ те каллех фронта тухса кайнă.
Донецк облаçĕнче йывăр суранланнă вăл. Килне çыру янă, анчах унтан хăрушла йывăр хыпар пĕлтернĕ. «Мăшăрупа ачусем çут тĕнчерен уйрăлнă», - тесе хуравне те панă. Çакнашкал йĕркесене вуласан чунĕ çĕçĕпе чикнĕ пек ыратса кайнă.
Вăрçă чарăнсан Украинăрах юлнă вăл. 1969 çулта асанне ăна шыраса тупнă. Иккĕшĕ тĕл пулсан, мăн асаттене çав тери йывăр пулнă. Чĕрипе япăх пулса кайнă. Кĕçех çĕре кĕнĕ. Ăна Донецкрах пытарнă.
Пирĕн йăх-несĕлтен татах та вăрçăра паттăррăн кĕрешнисем пур. Вĕсем: Иванпа Моисей Павловсем, Гаврилпа Христофор Николаевсем Тăван çĕршывшăн, пирĕн пуласлăхшăн пуçĕсене хунă.
Эпир вĕсен ячĕсене ĕмĕрне те асран кăларас çук. Çутă хĕвелшĕн, мирлĕ пурнăçшăн тавах паттăрсене.
Диана МИХАЙЛОВА.
Фашистла Германи пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ чухне мăн асатте, Павел Митрофанович Митрофанов, 16 çулта çеç пулнă. Вунçиччĕ тултарсан, ăна салтака илсе каяççĕ. Пĕр çулталăк çар ĕçне вĕрентсен фронта янă. Связист пулнăскер Смоленск хули çывăхĕнче нимĕçсемпе кар тăрса кĕрешнĕ. Икĕ хутчен йывăр аманнă, госпитальсенче сип-леннĕ.
2008 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă.
Анна МИТРОФАНОВА.
Алăра кĕнеке - Булат Окуджава вăрçă çинчен çырнăскер. «...Эх, вăрçă, мĕн туса хутăн эсĕ çапла? Пирĕн картиш шăпланчĕ, ача-пăча сасси путланчĕ. Шăпăрлансем сасартăках мăн çын евĕр пулса тăчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем аслисемпе пĕтĕм йывăр ĕçе пурнăçлама тытăнчĕç...»
Чуна ыраттаракан йĕркесем. Ун чухнехи ачасен ачалăхĕ пулман та-çке. Тăхăнмалли, çимелли хĕсĕкрен шкулта та вĕренеймен. Çĕтĕлсе пĕтнĕ те кивелнĕ япалисемпех ака-сухара тăрмашнă. Йăлтах фронтшăн ĕçленĕ. Тăраниччен çывăрса та курайман.
Е хĕлле тата! Тем хулăнăш пăрпа витĕннĕ чÿречеллĕ пÿртрех пурăннă. Кăмака хутма вутă пулманран улăм çунтарнă. Улăм ăшши мĕн пултăр ĕнтĕ? Пÿртре кăшт самайланнă та кăштахран каллех сивĕннĕ вăл. Çавăнтах сурăххи-путекки чупнă, ĕнисем кун-кунлани те пулнă. Выльăхсем çапла пÿлĕме кăшт ăшăтнă та.
Ачасемех партизансен отрядĕнче пулса паттăрлăхпа палăрнă. Нимĕçсен хĕç-пăшал склачĕсене сирпĕтнĕ, аманнисене пулăшнă.
Акă Чăваш писателĕ Леонид Агаков «Партизан Мурат» кĕнекине те паттăрсене халалласа çырнă. Çыравçă хăй те фронтра хăюллăн кĕрешнĕ, аслисемпе пĕрле кĕçĕннисем те хастар пулнине хăй куçĕпе курнă. Çавăнпа шăрçаланă та вăл çак хайлава.
Айдар АНДРЕЕВ.
...Тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ ĕç пулса иртнĕ. Акă нимĕçсем çĕлен-калта пек чашкăрса, совет салтакĕсене систересшĕн мар йăпшăнса, хăвăрттăн малалла шунă. Пирĕннисем еннелле ăнтăлса йăлтах çапса-аркатасшăн пулнă. Анчах хастар салтаксем тарăн ыйха путман...
Çапах хĕрÿ çапăçура тăшман пульли хăш-пĕр çамрăка тĕп тунă.
- Лăпкă çывăрăр, тус-юлташăмсем, канлĕхре пулăр. Акă эпир сирĕншĕн пурте кар тăрса тавăратпăрах нимĕçсене. Туятпăр, вĕсен вăй-хăват сахал. Эпир вĕсенчен икĕ-виçĕ хут вăйлăрах. Эпир çĕнтересси паллă, Тăван çĕршывшăн мĕн пур вăя шеллемĕпĕр. Айванккасем! Çăлтăрсем те пĕр пек çутатмаççĕ вĕт! Хăшĕ çутă, хăшĕ аран-аран кăна мĕкĕлтетсе çунать. Çав аран-араннисем пек те ĕнтĕ нимĕçсем, - тенĕ те манăн мăн асатте, Афанасий Александрович Францев, каллех малалла ыткăннă.
Ялсене, хуласене чĕртсе çунтаракансемпе те харсăррăн кĕрешнĕ. Ара, ун чухнехи ÿкер-чĕксем çав тери хăрушă пулнă-çке.
...Тутлă ыйхăран вăраннă ялсем самантрах улшăннă. Нимĕçсем сасартăк кĕрсе килнĕрен шавлама, кăшкăрашма тытăннă. Ăмăртса авăтакан автан сассисем, йытă вĕрнисем - йăлтах пулемет тăрăлтатнă сасă айне путнă. Айăн-çийĕн çаврăннă ял. Хăлатран хăранă чăх чĕпписем пек çуйхашса, ăçталла куç курнă, çавăнталла, тăрăна-тăрăна ÿксе тарнă халăх... Çакăн пек йывăр вăхăтра мăн асаттепе юлташĕсем нимĕçсене пĕрре мар çапса аркатнă. Каялла тарнă путсĕрсем.
Афанасий Александрович 1944 çулта икĕ хутчен йывăр аманнă. Шел, суранĕсене пула Çĕнтерĕве Берлинра кĕтсе илеймен. Майăн 9-мĕшĕччен, пĕр уйăх маларах, сулахай ури йывăр суранланнă.
Комсомольски районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне хăрах урасăр таврăннă... Çапах ахаль алă усса ларман фронтовик. Ĕçченскер колхозра ырми-канми тăрăшнă. Мăшăрĕпе 9 ачана çут тĕнче парнеленĕ.
Пурнăçа, ачисене çав тери юратнă вăл. Анчах фронтри йывăр суран час-час аса илтернĕ. Çавна пулах, пурнăçран ытла ир, 50 çултах, уйрăлнă вăл.
Хамăн мăн асаттепе мăнаçланатăп эпĕ. Унăн çитĕнĕвĕсемшĕн хăпартланатăп.
Юлия ФРАНЦЕВА.
Мăн мăн асанне Серафима мĕн чухлĕ асап-хĕн тÿсмен-ши? Йăлтах вăрçа пула. Мăшăрне Петĕре тата ултă ывăлне вăрçа ăсатнă! Чи хăрушши - фронт-ра упăшкипе икĕ тĕпренчĕкĕ вилни... Миша ывăлĕ вăрçăн иккĕмĕш кунхинех хĕрÿ çапăçура пуç хунă. Андрей Смоленск çывăхĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă... Çине-çине усал хыпар килни мăн асаннене вăйран янă... Яланах ывăлĕсемпе мăшăрĕн ятне асăнса хÿхлесе макăрнă: «Кайма çулăрсем пулчĕ-ĕ-ĕç, каялла таврăнма шăпа пÿрмерĕ-ĕ-ĕ!» - тесе ир те, каç та, кăнтăрла та куççуль кăларнă.
Александр Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн вăл тăван тăрăхра ачасене математикăна вĕрентнĕ.
Василий Курск тата Орел хулисене хÿтĕленĕ чухне темиçе хут та аманнă. Çапах ниме пăхмасăр Берлина çитнĕ.
Иван Харьков хулинче тăшмансемпе паттăррăн çапăçнă. Питĕ йывăр аманнă. Тухтăрсем унăн пурнăçне çăлса хăварнă, анчах хăрах урине сыхлайман. Вăрçă хыççăн учительте, председательте вăй хунă.
Владимир - манăн мăн асатте. Вăл та фронтра паттăрлăхĕпе палăрнă. Госпитальте пĕрре мар сипленнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата ытти наградăна тивĕçнĕ.
Çапла хастарлăхĕпе палăрнă пирĕн йăх-несĕлсем вăрçăра, Тăван çĕршыв ывăлĕсем...
Тимур АНАНЬЕВ.
Мăн асаттене, Федор Максимович Саперова, сăнÿкер-чĕксенче çеç курнă. Хисеп-лесе унăн ятне панă мана. Çакăншăн савăнатăп çеç мар, мăнаçланатăп та.
Федор Максимович Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралнă. Хастарскер Владимирти çарпа-пехота училищинчен вĕренсе тухнă. Чулхула облаçĕнче службăра тăраканскере вăрçăн пĕрремĕш кунхинех Мускава янă. Малтанхи вăхăтра çав тери йывăр пулнă вĕсене. Çапах пуçĕсене усман, тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Пĕрре мар аманса госпитальсенче сип-леннĕ.
Шăпа ăна тăван тăрăха çавăрса çитернĕ. Тăван-пĕтенĕ мĕн тери савăннă. Мăн асатте вара вăрçă çинчен пачах та аса илсе калама юратман. Тĕлĕкре вара ялан: «Юлташсем! Малалла! Тăван çĕршывшăн!» - тесе кăшкăрнă.
Чăнах та, вăл çав тери тăван тăрăха юратнă...
Федор АРТЮШКИН.
Мăн асатте Алексей Александрович Втюрин та вăрçă паттăрĕ пулнă. Çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн тăнă, анчах вăл парăнман. Каялла чакма шухăшламан.
1942 çулхине йывăр аманнине пула госпитале лекет. Çур çул сипленет вăл унта. Сывалсан - каллех фронта.
Вăрçăран тăван тăрăха таврăнни - пуриншĕн те калама çук пысăк савăнăç пулнă. Юратнă мăн асатте 2000 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Максим ПАВЛОВ.
Комментировать