- Чăвашла верси
- Русская версия
Концлагерьте тăраниччен шыв та ĕçсе курман
Зинаида Соловьева йывăр та асаплă кун-çулне куççульсĕр аса илеймест. Темĕн те курма тивнĕ унăн. Йăлтах - ирсĕр нимĕçсене пула. Çемйипех нимĕçсен концлагерĕнче пурăннă вĕсем. Виçĕ çула яхăн хăйсене чĕр тамăкри пек туйнă. Хĕвел те курман, уçă сывлăшпа та ирĕклĕн сывлайман... Çав кунсене аса илсен Зинаида Соловьевăн халĕ те сасси чĕтрет, куçĕ шывланать. «Епле чăтнă-ши? Иртнине пăшăрханмасăр куç умне кăларма çук», - тет вăл.
Нимĕçсем яла килсен...
Зинаида Андреевна Калуга облаçĕнче чухăнах мар пурăнакан çемьере çуралнă. Ялĕ пысăках пулман. Ячĕ те унăн çутă малашлăхпа çыхăннă. Новое ялĕнче кун кунлакан халăх ытлă-çитлĕ пурнăç тăвас тесе тăрăшнă. Зинаида Андреевнăн ашшĕ те 1939 çулта çĕнĕ çурт хăпартнă. Çемье пуçĕ çĕнĕ пÿртре нумай савăнса пурăнайман - хĕлле сивĕ шыв ĕçнĕскер çулталăкран чирлесе çĕре кĕнĕ. Упăшкине пытарнă арăмĕ тепĕр эрнерен çиччĕмĕш ачине çуратнă. Йышлă çемьене арçын тĕрекĕсĕр йывăр килнĕ. Зинаида Андреевнăн аслашшĕпе асламăшĕ, амăшĕн аслашшĕ те пĕрлех пурăннă. Кăштахран амăшĕ аслисене Оксанăпа Аньăна Ленинградри тăванĕсем патне янă. Лешсем унта ĕçе вырнаçнă. Тепĕр пилĕк ачи килтех юлнă.
Нимĕçсем Совет Союзне ирсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Зинаида Андреевнăн Ленинградри аппăшĕсем блокадăна лекнĕ. Телее, пĕрне эвакуациленĕ, вăл Шупашкара килнĕ. Теприне окоп чавса пĕтермесĕр ниçта та яман. Выçă хулана ирĕке кăларичченех пурăннă вăл унта. Фашистсем хула хыççăн хулана парăнтарса шаларах та шаларах кĕнĕ. 1942 çулхи хĕлле нимĕçсем Новое ялне çитнĕ. Шăпах ун чухне Зинаида Андреевнăсем патне Мускавран иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем хăнана килнĕ. Вĕсем те нимĕçсен аллине çакланнă. Ирсĕрсем пĕрремĕш кунхине çамрăксене, çав шутра пĕве кĕнĕ хĕрсене те, Германие ăсатнă. Зинаида Андреевнăн аппăшĕ Полина та унта лекнĕ.
- Нимĕçсемпе ялта виçĕ кун пурăнтăмăр. Астăватăп: пичче Петр вăрмана партизансем патне тухса каяссине пĕлтерчĕ. Эпир ун чухне кĕçĕннисемпе кăмака çинче лараттăмăр. Пĕрле пухăнса тухса кайрĕç. Нимĕçсем ун чухне çуррине яхăн персе вĕлернĕ. Манăн пичче чĕрĕ юлнă, партизансем патне лексе пăшалтан пеме вĕреннĕ. Çапла вăрçă пĕтичченех çапăçнă вăл, - аса илчĕ 84 çулти ватă. - Вăрçăччен пирĕн хуçалăх пысăкчĕ. Ĕне, вăкăр, пăру, чăх-чĕп, сысна усраттăмăр, 30 вĕлле тытаттăмăр. Йăлтах нимĕçсем туртса илчĕç... Хĕл варринче пире, ял халăхне, стройпа тăратрĕç те таçталла хăвалама тытăнчĕç. Ялти пур пÿрте те краççын сапса чĕртсе çунтарчĕç. 10 километр утрăмăр пуль. Мăн асатте хĕвне çăкăр пытарнăччĕ. Утнă çĕрте хайхискер тухса ÿкрĕ. Нимĕçсем ăна персе вĕлерчĕç. Утсан-утсан пĕр ялта чарăнтăмăр.
Ун чухне партизансем халăха хăвалакан нимĕçсене персе вĕлернĕ. Бригадир çынсем валли ĕç те тупса панă. Пĕрисем çăм арланă, теприсем фронт валли чăлха-нуски çыхнă. Çур çул çапла пурăннă. Унтан... яла каллех нимĕçсем килнĕ. Халăха вакуна лартнă та Белев хулине çул тытнă. Чукун çул çине партизансем нимĕçсем валли минăсем хунă. Темиçе вакун, совет халăхĕпе лăк туллискер, сирпĕнсе кайнă. Чĕрĕ юлнисене Германие илсе çитернĕ.
Тыткăна лекнисене виçĕ яруслă тимĕр краватьсем çинче çывăратнă. Вĕсем мĕн тери хытă пулнине Зинаида Андреевна халĕ те манмасть. Нимĕçсем совет халăхне выльăхпа танлаштарнă. Тепĕр тесен, выльăх-чĕрлĕхе те лайăхрах пăхаççĕ. Брюква /кăшман евĕр ÿсен-тăран/ тураса янă шĕвĕ апатпа хырăма улталанă. Салтак чашăкне тытнă халăх черет тăрса яшка илнĕ. Кашнине пĕр-ик çăпала çеç лекнĕ. Хăш чухне чашăка брюква татăкĕ те кĕмен. Пĕррехинче Зинаида Андреевнăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надя чашăка çĕре ÿкернĕ. Пĕчĕк Зина темле майпа пĕшкĕннĕ те унăн та чашăкĕ ÿпĕннĕ. Хĕрачасем тăкăннă яшкана выртса çулланă. Унсăрăн тепĕр талăк мĕнле пурăнмалла?
- Шыв та тăраниччен ĕçсе курман эпир. 80 ытла çын выртса тăракан барака кунне 1 витре шыв лартса паратчĕç. Тем пек ĕçес килетчĕ, асанне чаратчĕ. Ара, ĕçрен килекеннисем валли юлмасть-çке. Вăйпитти хĕрарăмсемпе çамрăксене кашни кунах кирпĕч йăтма илсе каятчĕç. Аннесем унта çÿп-çап витрисенчен çĕрулми хуппи, çăкăр татăкĕ илсе килни çеç пире, ачасене, чĕрĕ юлма май пачĕ. Хĕве чиксе пытарнă та кунĕпех çапла çÿренĕ вĕсем, барака килсен кĕписене уçса силлетчĕç те пăс тухатчĕ, - каллех куççульленчĕ Зинаида Андреевна.
Пĕррехинче 10 çултан иртнĕ Зина чее мелпе ыттисемпе пĕрле баракран ĕçе тухнă. Совет çынни нимĕç хĕрарăмĕпе юнашар ĕçленĕ. Зинăпа çумăн тăракан нимĕç хĕрарăмĕ те Зина ятлă пулнă. Хайхискер хĕрачана бутерброд вăрттăн тыттарнă. Ырă кăмăллăскер хĕрхеннĕ ăна. Вăрçă тухнăшăн чунĕ хурланнă: унăн икĕ ывăлĕ çапăçнă. Бутербродшăн Зинаида Андреевна тем пекех савăннă. Ун пек тутлă апат тути чĕлхе çинчен тахçанах кайнă-çке. Концлагерьте курăк та пулин çисе тăранĕччĕç те - вăл та пулман. Йĕри-тавра - бетон çул. Пĕр кунхине иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надя йĕплĕ карта хĕрринче утнă. Зина ăна таврăнма чĕннĕ - нимĕçсем кураççĕ вĕт. Лешĕ пурпĕрех пĕчĕк аллине карта хушăкĕнчен кăларса курăк татнă, хăй çинĕ хыççăн пĕр ывăç Зинăна тыттарнă. Тутлăскер çăварта ирĕлнĕ...
Çĕр те, пĕлĕт те çуннă
Аслисем ир-ирех ĕçе кайсан ачасемпе ватă çынсем баракра юлнă. Урама тухма юраман. Пуçа алăкран кăларсан та комендантран пушă лекнĕ. Совет самолечĕсем тÿпере явăнма, бомба пăрахма тытăнсан пурне те картише хăваласа кăларнă. Совет салтакĕсем хăйсен çыннисене курса пеме чарăнччăр тесе çапла хăтланнă. Хăйсем çĕрпÿртсене пытаннă. Бомбăсем хăрушшăн янăраса çурăлнă. Пĕррехинче пĕчĕк Надя хăлхине хупласа ĕлкĕреймен. Унăн хăлхи халĕ те илтмест. Совет самолечĕсем çухалсан, отбой парсан, тыткăнри халăха каллех барака хăваласа кĕртнĕ.
- Сывлăш та кураймарăмăр. Нимĕн те... - шывланнă куçне шăла-шăла малалла калаçрĕ Зинаида Андреевна. - Аслисем барака таврăнатчĕç те тепĕр лагерьсенчи çынсем ĕçе тухманни пирки каласа кăтартатчĕç. Эппин, нимĕçсем вĕсене лагерĕпех çунтарса янă. Фронт çывăха пыма тытăнсан çапла хăтланатчĕç ирсĕрсем. Пĕррехинче баракра пĕр старик пурне те вăрттăн темĕн пăшăлтатса çÿрерĕ. Вышка çинчи хуралçăсем çĕрпÿрте кĕрсен пралук картана касса тарма тăтăмăр. Хăть унта вил, хăть кун пек... Легерь хыçĕнче нимĕçсен дачисемччĕ. Картаран хĕсĕнсе тухса окопа пĕрин хыççăн тепри сикрĕмĕр. Тÿперен бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Çĕр те, тÿпе те çунать тейĕн. Тăпра пирĕн çине йăтăнать, ванчăксем вĕçеççĕ. Пирĕн ума темĕнле çынсем тухса тăчĕç. Нимĕçсем теес - тумĕ урăхла. Темĕнле чĕлхепе пакăлтатрĕç. «Эпир сирĕн çăлавçăсем», - терĕç те алă пачĕç. Эпир пĕр-пĕрне чыша-чыша окопран тухма тытăнтăмăр. Американсем пулнă иккен, - çав саманта аса илсен Зинаида Андреевнăн сăнĕ çуталчĕ пулин те шывланнă куçĕ типмерĕ. Унтан вĕсене машинăна лартса Эльба юханшывĕ урлă каçарнă. Леш енче вĕсене вĕрсе каламалли инструмент оркестрĕ кĕтсе илнĕ. Темиçе çул йĕркеллĕ шыв курманскерсене çăвăнма илсе кайнă. Унтан рис пăтти кăштах çитернĕ. Пĕчĕк Зина çисе тăранайман, татах апат ыйтнă. «Çук, хĕрĕм, тÿрех нумай çиме юрамасть», - тенĕ ăна. Кун хыççăн вĕсене камăн ăçта каяс килет - çавăнта илсе кайнă. Зинаида Андреевнăн çемйи ялнех таврăнма шухăшланă. Белев хулине вĕсене илсе çитернĕ. Малалла, 20 çухрăм, çуран утнă.
Новое ялĕнчен нимĕн те юлман. Таврара - çурăлман бомбăсем, минăсем... Хĕрлĕ ялав лартнă çĕртен çеç асăрханса утнă. Вилесене те пуçтарса ĕлкĕреймен. Нимĕçсен, совет салтакĕсен ÿчĕсем шаршанланса выртнă. Унта та кунта пуç купташкисем йăваланнă. Çемье çурчĕ пулнă вырăна çитсе тăнă. Йăлтах çĕрпе танлашнă... Пÿрт умĕнчи виçĕ хыртан пĕри çеç мĕскĕннĕн курăнса ларнă. Пурăнма вырăн çук. Çемье вăрманта çĕрпÿрт тупнă. Урайне курăк сарнă. Тăхăнмалли пулманран курăкранах тум хатĕрленĕ. Çимелли çук - хырăм выçать. Шăллĕ Саша юман çине хăпарса туратсене силленĕ, Зина йĕкел пуçтарнă. Кăвайт чĕртсе апат пĕçерме шăрпăк та, кастрюль таврашĕ те пулман. Кăмпана та пĕçермесĕрех çинĕ. Пĕррехинче аслашшĕ таçтан кастрюль, шăрпăк, пуртă, пăчкă тупса килнĕ. Кăвайт чĕртсе пĕçернĕ курăк яшки темĕнле паха апатран та тутлăрах пулнă. Хĕле те хатĕрленмелле. Йывăç касса мунча пысăкăш çурт туса лартнă.
Блокадăран Шупашкара эвакуациленнĕ Аня тăванĕсене шырама тытăннă. Чĕррине пĕлсен вĕсем патне кайнă. Зинăна вăл хăйĕнпе пĕрле Шупашкара илсе килнĕ. Чÿрече янахĕ çинче ларакан йăмăкĕ аппăшне алă сулсах ăсатнă... Тăванĕсемпе вăл çыру çÿретнĕ. Германире фермăра ĕçленĕ Полина та каярахпа мĕнле пурăннине каласа кăтартнă. Вĕсемпе танлаштарсан, выçах пурăнман вăл. Выльăх-чĕрлĕх апачĕн юлашкийĕ те пулин лекнĕ вĕсене.
Зинаида Андреевнăна Шупашкарта ĕç тупма çăмăлах пулман. 2 класс та пĕтереймен вăл. Нимĕçсем вĕренес ĕмĕтне татнă. Хулари пысăк должноçри хĕрарăм Зоя Андреева паспорт илнĕ хĕре ĕçе кĕме пулăшнă. 40 çул вăй хунă вăл унта. Çемьеленсен мăшăрĕпе 53 çул пурăннă. Пĕртен-пĕр ывăлĕ 43-рех çĕре кĕнĕ.
- Вăй мĕнле çитнĕ-ши? Епле тÿснĕ-ши? Лагерьте çынсем вилетчĕç... Чĕрĕ юлни - телей, - калаçăвне вĕçлерĕ Зинаида Андреевна.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать