Хисеплĕ вулакансем!

Пуш уйăхĕнчен пуçласа “Хыпар” Издательство çурчĕн Интернетри сайтĕнче - hypar.ru - “Çамрăксен хаçатĕнче” пичетленекен статьясене уççăн вулама май пулмĕ.

“Çамрăксен хаçачĕн” электрон версине вулас тесен ăна çырăнмалла. Редакцие килсе /адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 301,316-мĕш пÿлĕмсем/ е банк урлă /пирĕн реквизитсем: АУ “Издательский дом “Хыпар” Мининформполитики Чувашии, р/с 40603810200000013969 в АКБ “Чувашкредитпромбанк” ОАО г. Чебоксары, БИК 049706725, к/с 30101810200000000725, ИНН 2130075064, КПП 213001001/, е тата Интернетри “Яндекс.деньги” тÿлев тытăмĕнче /счет номерĕ: 410012154010810 https://money.yandex.ru/ 50 тенкĕпе çырăнсан пуш-çĕртме уйăхĕсенче эрне кунсерен сирĕн электрон почтăна “Çамрăксен хаçачĕн” электрон варианчĕ пырса тăрĕ. Анчах ун пек çырăнакансен редакцие хăйсен электрон почтин адресне пĕлтерме манмалла мар!

Çавăн пекех аса илтеретпĕр: “Хыпар” Издательство çурчĕн мĕн пур кăларăмне 2014 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн Раççей почтин уйрăмĕсенче пĕлтĕрхи хакпа çырăнтарма пуçланă. “Çамрăксен хаçачĕн” çур çуллăх хакĕ - 267,30 тенкĕ.

РЕДАКЦИ.