ГТО çамрăксене спортпа çывăхлатать

19 Мая, 2015

Спортпа туслă çын ĕçре те хастар, вĕренÿре те тăрăшуллă. Вăл йывăрлăхсене çĕнтерме пултарать, инкек-синкекре те хăйне хăюллă туять. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни салтак аттине тăхăннă яша Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама пулăшать, пулас амăшĕсен сывă та тĕреклĕ пепке çуратаслăхĕ ÿсет. «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» спортпа физкультура комплексĕ те паянхи çамрăксемшĕн пысăк тĕрев.

ГТО фестивалĕ

Иртнĕ çул вăй илме пуçланă юхăм паян шкул ачисемпе студентсене кăна мар, çитĕннисемпе ветерансене те хавхалантарать. Пĕлтĕрхи кĕркунне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртнĕ фестивале 70 пин çын хутшăнни те халăх хушшинче ГТО анлăн сарăлнине çирĕплетет. Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум вăхăтĕнче те комплекс нормисене пурнăçлама «Спартак» стадиона çĕр-çĕр çын пухăнчĕ. Кăçалхи çуллахи сезон та «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» фестивальтен пуçланчĕ. 6 район-хулара - Шупашкарта, Канашра, Кÿкеçре, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Комсомольскинче - иртнĕ мероприятире шкул ачисем хастар пулчĕç. Палăртнă кун спорт керменĕсене 6-17 çулсенчи 1600 ытла яшпа хĕр пуçтарăнчĕ. Вĕсем 100 метрлă дистанцие чупас, ишес, турникрен туртăнас, урайĕнчен тĕртĕнес тата ытти енĕпе хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.

- ГТО нормисене пурнăçлани ачасене çĕнтерÿ патне ăнтăлма, спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать. ГТО комплексĕн тепĕр тĕллевĕ вăл - çамрăксене спорта явăçтарни. Уроксенче те çак тĕллевех пурнăçлатпăр пулин те ГТО вĕсене спортпа çывăхлатать. Çавăнпа ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратни питĕ пĕлтерĕшлĕ, - пĕлтерчĕ хулари 4-мĕш лицей вĕрентекенĕ Лариса Егорова.

Фестивале хутшăнма шкул ачисене те кăмăллă. «Хăнăхнă çыншăн чупасси те, туртăнасси те йывăр мар. Çавăнпа кунашкал мероприятисене кашни çул хаваспах хутшăнатпăр. Кунта тантăшсемпе курса калаçни те мĕне тăрать. Çĕнĕ тус-юлташпа пуянланатпăр», - палăртрĕç яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç.

ГТО эрни

Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» физкультурăпа спорт комплексне халăх хушшинче сарас тĕллевпе çак кунсенче Чăваш Енре ГТО эрни пуçланчĕ. Кунашкал мероприяти пирĕн республикăра, тĕрĕссипе каласан Раççейре те, пĕрремĕш хут иртет. Çавăнпа мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç-ха? «ГТО эрнине кашни хулапа район хутшăнать. Унта ытларах шкул ачисене явăçтарасшăн. Яланхи пекех вĕсем ГТО нормисене пурнăçлĕç, ятарлă тест витĕр тухĕç. Çавăн пекех ку эрне вăхăтĕнче яшсемпе хĕрсем валли ÿкерчĕксен конкурсĕсем, комплекса аталантармалли ятарлă проектсен конкурсĕсем, тĕлпулусемпе калаçусем т.ыт. йĕркелеççĕ. Хăйсен вăйне çамрăксем «Зарница» тата «Орленок» юхăмĕн финалти вăййисенче тĕрĕслĕç. Çавăн пекех ГТО нормисене çар çулне çитменнисен спартакиадин программине кĕртнĕ», - пĕлтерчĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлев.

ГТО эрнинчи тĕп ăмăртусем вара тест ирттермелли центрсенче пулаççĕ. Акă, çак кунсенче 11-15 çулсенчи шкул ачисем Канашпа Çĕмĕрлене пухăнчĕç. Лайăх кăтартусемпе палăрнă яшсемпе хĕрсем Белгородра иртекен Пĕтĕм Раççей фестивалĕнче хамăр республика чысне хÿтĕлĕç. Алексей Николаевич каланă тăрăх - çакнашкал центрсем Чăваш Енре 4 пулмалла: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле. Кусем районсен хушшинчи тĕп центрсем шутланĕç. Хальхи вăхăтра вĕсене тăвас ĕç пырать. Çак тĕллевпе пирĕн республика валли 2 млн ытла укçа уйăрса панă. «Кусемсĕр пуçне тест ирттермелли центрсем кашни районтах пулмалла. Вĕсене физкультурăпа спорт комплексĕсенче уçмалла: унта пур майсем те пур. Çулталăк вĕçлениччен çак ĕçе вĕçлемелле. Каярах центрсене ятарлă оборудованисемпе тивĕçтерĕç», - палăртрĕ А.Яковлев.

Аса илтермелле: «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» комплекса аталантарас ĕç РФ Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çĕнĕ юхăма чĕртсе тăратасси темиçе тапхăрпа пулса пырать. Малтанхи çулсенче ăна вĕренÿ учрежденийĕсенче пурнăçа кĕртĕç, унтан çак ĕçе патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсем хутшăнĕç. 2017 çултан - ГТО нормисене 6 çултан пуçласа пур çын та пурнăçлама пултарĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: