Ĕçре мăшăрĕ асли, килте - пĕр танлăх

14 Фев, 2014

Нарăсăн 13-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери радио кунĕ. Ăна ирттерме ЮНЕСКО 2011 çулта çеç йышăннă. Пуçласа уява виçĕм çул йĕркеленĕ. Çав куна та ахальтен суйламан - 1946 çулта «ПНО радиовĕ» пирвайхи хут янăранă. Çутă çак тĕнчере пурăнакансен 95: радио итлеме май пур. Радиожурналистикăра ĕçлекенсем çак куна паллă тăваççĕ-и? Çак тата ытти ыйтупа Чăваш радиовĕнче «Хамăр ял», «Радиопа каларĕç», «Кайри - мала. Хит-парад» кăларăмсене ертсе пыракан, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштаракан Владимир ТИМОФЕЕВА кансĕрлерĕм.

- Радиожурналистикăра миçе çул ĕçлетĕр?

- Чăваш радиовĕнче студент вăхăтĕнченех, 1996 çултанпа, тăрăшатăп.

- Унтанпа çирĕм çула яхăн иртнĕ. Эсир вара ĕç вырăнне пĕрре те улăштарман. Радио мĕнпе илĕртет-ха?

- Чи малтанах, хам радио итлеме юратни тытса тăрать пулĕ.

- Сирĕншĕн Пĕтĕм тĕнчери радио кунĕ пур-и?

- Вăл çĕнĕ уяв пулнăран халăхра хальлĕхе анлă сарăлайман-ха. Маншăн çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирттерекен Радио кунĕ çывăхрах.

- Чăваш радиовне юратакансем ăна талăкне миçе сехет итлееççĕ? Тата эфирта миçе журналистăн сасси янăрать?

- Радио пĕр кунта эфирта виçĕ сехет çурă пулать. Ирхине 2 сехете яхăн, кăнтăрла тата каçхине 50-шар минут. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕнче - 15 çын.

- Çак ушкăнра чи «асли», радио хыпарлав службин ертÿçи, - сирĕн мăшăр Эльвира. Ăна пăхăнса ĕçлеме çăмăл-и?

- Чиперех ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр.

- Çемйĕрте вара асли кам?

- Камăн асли пулмалли пирки пирĕн нихăçан та ыйту çуралман. Манăн шухăшпа - çемьере пĕр танлăх кирлĕ.

- Журналистикăра ĕçлекенсен шалăвĕ пысăк мар. Сире чылай мероприятире ертÿçĕре курма пулать. Ку ĕç сирĕншĕн чун киленĕçĕ-и е хушма тупăш-и?

- Иккĕшне те шута илмелле-тĕр. Пĕри теприне кансĕрлемест. Тата ертÿçĕ пулмашкăн хам ыйтса çÿреместĕп-çке, мана чĕнеççĕ. Чĕннĕ çĕре вара каймалла.

- Ытти радиостанци кăларăмĕсене итлетĕр-и?

- Тĕрлĕ енлĕ радиокăларăмсем итлетĕп, тишкеретĕп.

- Чăваш наци радиовне конкурент пек хаклатăр-и?

- Республика çыннисен чăваш сăмахне, юрри-кĕввине итлеме çĕнĕ майсем пурришĕн савăнмалла.

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.