Чăваш чĕлхи вăрçăра вилĕмрен çăлнă

14 Фев, 2014

Енчен те пирвайхи çынсем çут çанталăк кĕввине çил шăхăрни, тинĕс хумханни, кайăксем чĕвĕлтетни урлă çеç итлейнĕ пулсан ерипен вĕсен тăхăмĕсем сасăсене нотăсене куçарса тĕрлĕ кĕвĕ хайлама вĕреннĕ. Этемлĕх хăйĕн аталанăвĕнче сасăсене музыка инструменчĕсемпе те илемлетме хăнăхнă. Унтанпа пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест. Чăвашсем хут купăса уйрăмах юратаççĕ, ташă çеммипе ура хуçса ташлаççĕ, чун юррисене хавхаланса шăрантараççĕ. Паянхи хăна - тĕнче тата Раççей шайĕнчи конкурссен лауреачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка инструменчĕсен кафедрин доценчĕ, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Алексей Васильев. Кĕске çак калаçура вăл мана нумай пулăм çине урăхла тинкерме вĕрентрĕ.

- Алексей, музыкăпа тачă çыхăннă ачалăхна пĕрле аса илер-ха.

- Манăн атте музыкăна питĕ юрататчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне мана халалларĕ. Ĕлĕкрех, Интернет çук чухне, çынсем пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулатчĕç, пĕрле пухăнса савăнатчĕç, юрлатчĕç-ташлатчĕç. Сутлăхра магнитофон çукпа пĕрехчĕ, уяв ирттернĕ вăхăтра хут купăспа, баянпа, аккордеонпа усă курнă. Атте çак инструментсене аванах янăраттаратчĕ. Вăлах Шупашкарти 33-мĕш шкулти музыка кружокне ертсе кайрĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕм Кирилл Павлов музыка шкулне кайма сĕнчĕ. Степан Максимов ячĕллине суйларăмăр. Мĕн пур вăрттăнлăха чаплă композитор, пултаруллă баянист Валентин Алексеев уçса пачĕ.

- Эсĕ тăрăшсах баян калама вĕреннĕ, теприсем çав вăхăтра урамра йытă хăваланă.

- Çирĕплетсех калатăп: пĕчĕккисене музыкăна вĕрентмеллех. Тĕрлĕ инструмент калани питĕ усăллă, пÿрнесем урлă пуç мими аталанать. Музыка шкулĕнче ăс пухнă ача ÿссен те çын вĕлерекен пулмасть... Ашшĕ-амăшĕн ачана пулăшмаллах. Шăпăрлан хальччен курманнипе кăсăкланать, тытса пăхасшăн, тĕрĕслесшĕн. Купăс та çавах. Пĕр-икĕ сехет айкашнă-аппаланнă хыççăн ачан кăсăкланăвĕ пĕтет. Вăл çак япала ăна савăнăç парнеленисĕр пуçне тар тăктарнине те ăнланать. Ачана кахал пусать. Шăп та лăп çавăн чухне ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ кирлĕ те. Ачана унăн пуçарăвне хаклани, ăна ăнланса пулăшни çĕклентерет. Енчен те паллă сĕрме купăсçăн Паганинин ашшĕ ăна хăй вăхăтĕнче тĕттĕм чăлана хупман пулсан этемлĕх çакăн йышши гени кĕвĕ каланине итлесе çунатланаятчĕ-и?

- Тен, эсĕ те гени пуласси пирки ĕмĕтленнĕ. Сана çак инструмент мĕнпе илĕртрĕ?

- Эпĕ музыкăна баян урлă юратрăм. Унпа пĕчĕк такмаксенчен пуçласа классика кĕввипе симфони опери таранах янăраттарма пулать. Тĕрĕссипе, баян калама питĕ кăмăллаттăм, музыка хайлавĕсене вĕренме вара ÿркенеттĕм. Енчен те педагог пĕр-пĕр сăлтава пула урока килмесен киле тухса чупаттăм, тус-тантăшпа картишре выляттăм.

- Çапах паян эсĕ паллă баянист.

- Пурнăç кĕтменлĕхпе пуян. Манăн ăраскала витĕм кÿрекенни - ачалăхра кинотеатрсенче кунĕн-çĕрĕн çавăрттарнă «Танцор диско» Инди фильмĕ. Эпĕ ăна çичĕ хут куртăм. Чухăн каччă паллă çын пулма ĕмĕтленсе йывăрлăхсене парăнтарать. Манăн та çĕнтерÿçĕ пулас килчĕ. Тĕп сăнар тĕслĕх пулса тăчĕ. Эпĕ те баяна кунсерен 4-шар сехет тăсаттăм. Тăрăшни сая каймарĕ. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне музыка шкулĕсенче вĕренекенсен республика конкурсĕнче палăртăм. 8-мĕш класра ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Виктор Шелеповăн вĕренекенĕ пулса тăтăм.

- Мĕн тери ăннă сана, Алексей.

- Çапла, мана шăпа ăслă та пултаруллă, пуян чунлă çынсемпе çывăхлатрĕ. Хусан консерваторийĕнче вĕреннĕ чухне Раççей халăх артисчĕпе Виктор Гридонпа, Людмила Зыкинăн мăшăрĕпе, ултă концертра юнашар ĕçлеме тÿр килчĕ.

- Ун çумĕнче баян каличчен чылай тар тăкма тивнĕ санăн.

- Музыка шкулĕ хыççăн ман умра пĕртен пĕр çулччĕ - Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи. Ку учреждени ят-сумлă, унта халăх инструменчĕсене алла илнĕ Дима Яркинов Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕнче, Виктор Семенкин Санкт-Петербург консерваторийĕнче пĕлÿ илнĕ. Шкулта эпĕ ыттисенчен çырса илнĕ пулсан училищĕре маттуррисен шутне кĕтĕм, манран çырса илме пуçларĕç /йăл кулать/. Пирĕн курс чи вăйлисенчен пĕриччĕ. Виктор Киреев Германире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсра лауреат ятне çĕнсе илчĕ, вăлах Хусан патшалăх педагогика университетĕнче кафедра пуçлăхĕччĕ, Игорь Грехнев вара «Гнесинкăна» вĕренме кĕрейрĕ.

- Пурнăçна баянпа çыхăнтарас шухăш хăш самантра тĕвĕленчĕ?

- Баяна бархат пек ачаш та çепĕç сассишĕн тата вĕтĕ техникăшăн кăмăлларăм. Хăвăрт темппа каланă чухне ун урлă итлекенпе калаçма май пур. Кĕвĕ янăраттарнă вăхăтра тимлекен юрă сăмахĕсене сывлăшра илтме пултарать. Баянран тухнă кĕвĕ çын чунне илĕртсе тыткăнлать. Инструмент урлă итлекенпе калаçма вĕренейсен хăвна пĕр иккĕленмесĕрех ăста теме пултаратăн.

- Юлашки çулсенче юбилейсемпе туйсене кĕрекеçĕпе пĕрле купăсçăсене те чĕнме пуçларĕç. Çынсем чĕрĕ саслă купăс вăййине илтесшĕн, юрласшăн, ташласшăн.

- Эпĕ чылай çул «Салют» культура керменĕнчи халăх инструменчĕсен «Отрада» ансамбльне ертсе пыратăп. Концертсемпе çÿренĕ чухне пĕр пулăма асăрхарăм: çамрăксем малтан пире асăрханса йышăнаççĕ, уйрăлмалли самант çитсен вара киле саланасшăн та мар. Ватăсем çеç мар, яш-хĕр те чĕрĕ кĕвĕ итлесшĕн, мĕншĕн тесен магнитофон нихăçан та чĕрĕ кĕвве кăлараймĕ. Чĕрĕ кĕвĕ - чĕрĕ хумсем, чĕрене тыткăнлакан асамлă вăй.

- Чылайăшĕ ятарлă пĕлÿ илсен лăпланать, эсĕ вара малаллах талпăннă.

- Эпĕ мĕн пĕчĕкренех музыкăпа çывăх пулнипе питĕ нумай кĕвĕ итленĕ, ăстасем инструментсене еплерех виртуозлă янăраттарнине сасă урлă илтнĕ. Манăн та çав маçтăрсен çÿллĕшне хăпарас килетчĕ. Эпĕ паянхи кун та музыкăна вĕренетĕп.

- Консерваторире мĕн çĕннине пĕлейрĕн?

- Училищĕре манăн çурăм хыçне тĕрлĕ инструмент тултарнă кутамкка çакса ячĕç. Шÿтлемесĕр каласан, нотăсене вулама, кĕвĕ калама вĕрентрĕç. Консерваторире вара çав кутамккаран кирлĕ вăхăтра кирлĕ инструмента кăларса унпа усă курма тарăнрах хăнăхтарчĕç.

- Санăн шухăшпа, çынсем концертсене мĕншĕн çÿреççĕ?

- Эпир калакан кĕвĕсемпе шăрантаракан юрăсене итлесе пухма май пур вăя урăх çĕрте илейменрен.

- Эсĕ вĕренме кăмăлланă пулмалла. Челябинск патшалăх искусство институчĕн аспирантурине те çул тытнă.

- Кунта эпĕ хама ăслăлăх енĕпе аталантартăм, педагог пулма хатĕрлентĕм. Манăн консерваторире илнĕ дипломра «концертра калакан» тесе çырнă. Ыттисене «оркестр тата ансамбль артисчĕ» специальноçа палăртаççĕ. Манăнни пек диплома пĕр курсран виçĕ çын çеç илме пултарать. Аспирантурăра вара кашни çур çулта 2 сехете яхăн пĕччен концерт лартмалла.

- Кун чухлĕ кĕвĕ вĕренме мĕн чухлĕ вăхăт тата вăй кирлĕ?!

- Концерта хатĕрленнĕ чухне килте баян каланăран кÿршĕсем чăтайманнипе пăрăха шаккатчĕç. Манăçми çав çулсенче Шупашкарти 5-мĕш музыка шкулĕнче ачасене темиçе сехет вĕрентеттĕм, укçа сĕтпе çăкăр илме çеç çитетчĕ, пушă вăхăт вара лавĕпехчĕ. Ир пуçласа мĕн çĕрлечченех баян калаттăм, библиотекăсенчен тухмастăм - пĕр семестрта наука енĕпе 6 реферат çырма тиветчĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ чухне баян каласа Мускавра тата Италире иртнĕ тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕ пулса тăтăм.

- Санăн питĕ чаплă пулас килнине ăнлантăм-ха, анчах кашни конкурс - стресс, чун хумханăвĕ-çке.

- Вунă ытла конкурса хутшăнтăм. Пĕрремĕшĕнчен, хам пултарнине хама ĕнентертĕм, иккĕмĕшĕнчен, кашни кĕрешÿ - адреналин, хăв чăнласах пурăннине туйни. Кунсăр пуçне тĕнче шайĕнчи мусăкçăсемпе хутшăнни - нимĕнле ылтăнпа та танлашайми ăсталăх пухни. Çав çĕнĕлĕхпе пуянлăха тата ăçтан илейĕн?!

- Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне мĕншĕн суйларăн?

- Пĕр вăхăт Чĕмпĕр патшалăх университетĕнче хамăн профессипе вăй хутăм. «Русская душа» ансамбльре ĕçлерĕм. Шупашкара таврăнсан музыка шкулне вырнаçрăм. 1999 çултанпа ЧППУра студентсене баяна юратма вĕрентетĕп. Ансамбле шăпа илсе çитерчĕ. Тĕрĕсрех каласан, укçа çитсе пыманни. Эпĕ, пепкем валли памперс туяннăскер, чарăнура тăратăп. Ансамбльре ĕçлекен тусăм унта баянист кирлине систерчĕ. Малтанласа турткалашрăм-ха, кайран килĕшрĕм. Халĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп.

- Ăçтан ÿкĕнĕн? Эсĕ ансамбльпе пĕрле тĕнчере çитмен çĕр-шыв юлмарĕ ахăртнех.

- Эпĕ кунта вырнаçичченех Европăра иртекен конкурссене хутшăнаттăм! Голландири Тилбург консерваторийĕнче пĕчченех концерт лартрăм. Апла-и, капла-и - ансамбльре ĕçлеме май килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Туслă коллективра хама телейлĕ туятăп. Кунти ĕçтешсем хавхалантарма та, кирлĕ чухне алă пама та хапăл. Ансамбль директорĕпе Ольга Корольковăпа илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев программăсен пахалăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ.

- Ют çĕр-шывра чăваш пулнипе, несĕлсенчен куçнă культурăпа мăнаçланатăн-и?

- Чăваш Республикипе çеç мар, Раççейпе те. Эпир ют çĕр-шывсенче халăха чăвашăннипе çеç мар, вырăс юрри-ташшипе те савăнтаратпăр. Мĕн пур республика хăйĕн культурине инçетри тăрăхсенче анлăн кăтартма пултараймасть, çапах чуна кăшлакан шĕкĕ те пур. Пирĕн хуçасем культурăна мар, спорта мала хураççĕ.

- Мексикăра, Швейцарире, Тайваньре, Сирире, Японире, Францире, Голландире, Германире, Турцире иртнĕ концертсенче чăвашсене епле йышăнчĕç?

- Пытармасăр каласан, чăвашсене унта пачах пĕлмеççĕ тесен те юрать. Концертсенче пирĕн культурăпа çывăхрах паллашнă хыççăн «бис», «браво» тесе кăшкăрни, пирĕнпе пырса кăсăкланни пурăнма хăват парать. Чунра мăнаçлă туйăмсем çуралаççĕ. Çакăншăн кăна пурăнма юрать!

- Педуниверситет студенчĕсене 14 çул ĕнтĕ пултарулăх çулĕ çине тăрататăн. Хăвна лайăх вĕрентекенсен йышне кĕртме пултаратăн-и?

- Программăпа пăхнинчен ытларах пĕлÿ паратăп, анчах çакă пурне те кирлĕ марри тарăхтарать.

- Ан тĕлĕнтер! Çамрăксем мĕншĕн вĕренме кĕреççĕ вара?

- Ку студент юлхавлăхĕсĕр пуçне пирĕн çĕр-шывра пĕлÿ хакĕ чакнипе те çыхăннă. Çамрăксенчен чылайăшне диплом çеç кирлĕ. Çапах тарăн пĕлÿ патне туртăнакансем, лайăх специалист пулас текенсем пурри çунатлантарать. Йĕри-тавра чунсăрлăх хуçаланма пуçлани кăмăла хуçать, музыка енĕпе вĕреннĕ çын хăлхана çурсан та тухтăр мар, алла скальпель тытмасть, апла тăк этеме операци сĕтелĕ çинчех вĕлермĕ. Çакă савăнтарать.

- Санăн аçу Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, хăй вăхăтĕнче Хусан авиаци институтĕнче пĕлÿ илнĕ, аннÿ вара Вăрнар тăрăхĕнчен, Омскри ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Эсĕ - хула ачи. Тăван чĕлхене алла илейрĕн-и?

- Ача чухне самаях перкелешеттĕм, ялта кукамай манпа чăвашла çеç пуплетчĕ, хулана таврăнсан вара калаçманнине пула чĕлхе манăçатчĕ.

- Килте çывăх çыннусем санпа тăван чĕлхепе калаçмастчĕç-им?

- Пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнатчĕç, манран мĕн те пулсан пытармалли тупăнсан çеç чăвашла. Эпĕ шăпăрлан чухне ял ачисем хуларан килнисемпе чăвашлах перкелешетчĕç, хальхисем вара пачах урăхла - хăйсем вырăсла вĕренсе юласшăн. Атте çĕре ир кĕчĕ, анне кÿршĕ çуртра пĕчченех пурăнать.

- Тăван чĕлхемĕр пирки мĕн калăн?

- Хитре те пуян чĕлхе, авалтан сыхланайнă. Анчах халĕ лару-тăру урăхла, глобализаци тапхăрĕ ăна тĕп тăвать, çавăнпа чĕлхене упраса хăварас тесен патшалăх шайĕнче çирĕп саккунсем йышăнмалла. Эпĕ урăхла майсем курмастăп. Тĕлĕнмелли те пур. Тăван чĕлхе чăваш ачисене Чечня вăрçинче вилĕмрен пĕрре мар çăлнă. Ытти халăх арĕсем пирĕн чĕлхене ăнланманнине пула чăваш салтакĕсем мĕнле утăм тăвассине пĕлмен.

- Мĕнле шухăшлатăн: пирĕн мăн-мăн асаттесен кĕвĕ туйăмĕ еплерех шайра пулнă?

- Ĕлĕкхи чăвашсем çут çанталăка пуç çапнă, тăванĕсене те леш тĕнчене юрăпах ăсатнă. Чăвашăн темĕн тĕрлĕ музыка инструменчĕ те пур: кавал, сăрнай, шăхлич, купăс, шăпăр... Çакă хăех пирĕн несĕлсем юрра-ташша ăста пулнине çирĕплетет.

- Çамрăксемшĕн фольклор мĕнле вырăн йышăнать?

- Паян фольклор ушкăнĕсене ватăсем ытларах çÿреççĕ. Пирĕн факультетра Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» тата «Юрай» ушкăнсем пур. Университетра пĕлÿ илнĕ студентсем шкула ĕçлеме кайсан шăпăрлансене те унпа интереслентерессе шанатăп.

- Культура çулталăкĕ пуçланчĕ. Ăна еплерех вĕçлесси хамăртан çеç килет.

- Раççейпе Чăваш Ен Культура çулталăкне еплерех пурăнса ирттерессине калаймастăп, мĕншĕн тесен хамшăн çеç явап тытатăп. Маншăн вара кашни çул - Культура çулĕ. Концерт хыççăн концерт. Çапах пĕр вăрттăнлăха пытармăп: кăçал эпĕ электробаяна алла илсе çĕнĕ программа хатĕрлесшĕн. Чăваш культурине çĕклес тесен чи малтан ялсене пулăшмалла, вĕсене аталантармалла. Çамрăксене çапкаланса, ĕçсе çÿресрен чарас тесен ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле. Культура ĕçченĕсем яла таврăнччăр тесен унта пурăнма майсем тумалла. Ял пĕтсен - чĕлхе пĕтет, чĕлхепе пĕрле чăваш культурин вучахĕ те сÿнет. Çак самантра чун пĕр пулăмшăн - эпĕ халь мĕн калани каллех хут çинче çеç тăрса юласран - питĕ кулянать.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.