Сусăрăн пурнăçне лайăхлатма

18 Мая, 2015

«Граждансене социаллă пулăшу парасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн çĕршыв хыснинчен Чăваш Республикине 43 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Сăмах май, Раççей Правительстви 71 субъект валли 3 миллиард ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Субсидипе сусăрсен пурнăçне лайăхлатма усă курĕç.

Çавна май кăçал социаллă инфратытăмри 30 объекта хăтлăлатĕç. Укçана темиçе министерствăна уйăрса пама йышăннă.

Пĕлтĕр ку тĕллевпе Чăваш Республикине Раççей бюджетĕнчен 65,5 миллион тенкĕ куçарнă. Çав укçапа сывлăх сыхлав, социаллă хÿтлĕх, физкультурăпа спорт, вĕрентÿ, культура объекчĕсенче çĕнĕлĕх кĕртме усă курнă. Унта сусăрсем хăйсене ирĕклĕ туйччăр тесе тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă.

Чи малтан Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекс центрĕнче тата республикăри офтальмологи больницинче сусăрсене çĕнĕ условисем туса панă. Вĕсем кунти çăмăллăхсене хăнăхса пыраççĕ.

Патшалăх уйăрнă субсидипе халăха усă курмашкăн 4 троллейбус, 3 автобус туяннă. Çавнашкалах кÿмери сусăра хăпартакан ятарлă автобус илнĕ. Унсăр пуçне транспорт чарăнăвĕнче, çул урлă каçнă вырăнта вĕсем валли уйрăм условисем туса панă.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: