Чăваш Енĕн Патшалăх Думинчи кунĕсем

15 Мая, 2015

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн çитĕнĕвĕсен куравне тата унăн вăй-хăвачĕпе /потенциалĕпе/ паллаштаракан презентацине хутшăннă.

Курав уçăличчен Михаил Васильевич РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕпе Александр Жуковпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерне республикăри социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионатне /вăл кăçалхи июнь уйăхĕнче иртет/ мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Александр Жуков, пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум вăхăтĕнче Чăваш Енре пулса курнăскер, республикăна Раççейĕн спортпа туслă регионĕсенчен пĕри тесе палăртнă.

Республикăн çитĕнĕвĕсен куравне уçнă чухне Александр Жуков çĕршыв экономикинче кризис пулăмĕсем палăрнине пăхмасăр Чăваш Енре экономика тата социаллă сфера тăнăçлă аталаннипе, электротехника кластерне туса хунипе, хĕвел модулĕсен производствин заводне /вăл Европăра чи пысăкки/ хута янипе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Ене пурăнмашкăн чи лайăх вырăн тесе хакланă, пурне те хăнана пырса курма чĕннĕ.

Курава уçнă çĕрте паллă политика деятелĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тухса калаçнă. Думăн ЛДПР фракцийĕн ертÿçи Владимир Жириновский Чăваш Республикинче темиçе хут та пулни, кашнинчех хăйне килти пекех туйни çинчен каласа кăтартнă. "Чăваш Енре нацисен хушшинче тата тĕн хирĕçĕвĕсем çук. Çынсем - тараватлă, ырă та уçă чунлă. Пĕтĕм регионта çакăн пек хутшăнусем пулсан аванччĕ", - тенĕ Владимир Вольфович.

Иосиф Кобзон та /"Единая Россия" парти фракцийĕн депутачĕ/ хăй нумаях пулмасть Чăваш Енре пулнине аса илнĕ, регионта çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе нумай ĕçленине палăртнă - "... хăйсен историне упраççĕ, хăйсен паттăрĕсене хаклаççĕ".

Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова Чăваш Ен çутçанталăк ресурсĕсемпе пуян маррине, унăн тĕп пуянлăхĕ культурăллă та талантлă, вашаватлă та ĕçчен халăх тесе пĕлтернĕ.

Курава килнисене çавăн пекех Федераци Канашĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев тата Патшалăх Думин экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков саламланă.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика потенциалĕн презентацине "Единая Россия" парти фракцийĕн ертÿçи Владимир Васильев уçнă, вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе делегацине Патшалăх Думин депутачĕсем валли йĕркеленĕ пысăк уявшăн тав тунă. "Депутатсем комитетăн хĕрÿ ларăвĕ хыççăн фойене тухрĕç, унта вара илемлĕ наци çипуçĕллĕ хитре хĕрсем, кăмăла çĕклекен халăх юррисем... Пысăк тав сире", - тенĕ Владимир Васильев.

Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче хальхи Чăваш Еншĕн халăхăн пурнăç шайĕн чи çÿллĕ стандарчĕсене тивĕçтересси тĕп тĕллев пулнине палăртнă. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн никĕсне инвестицисене, çынна аталанма тата çитĕнÿсем тума май паракан, XXI ĕмĕрте конкуренцие çĕнтерме пултаракан çынсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелессине кĕртнине асăннă.

Презентацире çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов доклад тунă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев çакнашкал мероприятисем инвестици активлăхне ÿстерме пулăшнине çирĕплетнĕ. "Пирĕн хамăр çинчен каласа пама вăтанмалла мар. Пирĕн республикăра кам пулса курнă - вăл ăна юратать, çакă вара инвестици климатне лайăхлатмашкăн пĕлтерĕшлĕ", - палăртнă Михаил Игнатьев.

И.НИКОЛАЕВА