- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тÿпере пĕрле пулăпăр»
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, мăн асатте çырăвĕсене алла тытрăм. Кашни çул вĕсене çĕнĕрен вуласа тухатăп, ачасене паттăр салтак пирки каласа кăтартатăп. Мăн асаннешĕн кашни йĕрки, саспалли хаклă пулнă. Кĕске çак çырусем ăна малалла талпăнма, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме вăй хушнă...
Мăн асатте ялти чи чухăн çемьере ÿснĕ. Ĕçченскер ытлă-çитлĕ пурăнакан Çеменĕн хĕрне куç хывнă. Çĕмĕрт пек хура куçлă хĕр чылай яшăн чĕрине çунтарнă. Ырă кăмăллă пике ялан саплăклă тумпа çÿрекен Сантăртан йĕрĕнмен. Пухусенче тĕл пулакансен чĕринче юрату кăвайчĕ чĕрĕлнĕ. Ашшĕ Кĕтерук валли пулас упăшка та тупнă. Шăп та лăп хĕре çураçма килмелли каç Сантăр савнине вăрланă.
- Çурса тăкатăп! - тулхăрнă çакăн пирки пĕлнĕ Çемен. Хайхискер каччă килне çитнĕ. Унта çавра çил евĕр çавăрттарнă, анчах çамрăксене тупайман. Ашшĕн çиллине пĕлсех Сантăрпа Кĕтерук яла эрнерен çеç таврăннă.
- Текех манăн хĕр çук! - янăратнă çамрăксем мăшăрланнине илтнĕ Çемен. Малалла вулас...
Комментировать