- Чăвашла верси
- Русская версия
Пӳрере - киста, пĕверте - юн мăкăлĕ
Манăн пӳрере киста, пĕверте гемангиома ӳссе ларнă. Çавсене мĕнле пĕтермелле-ши?
Лидия Белова. Куславкка районĕ. Пăрмас ялĕ.
1. Ăвăс хуппине аш арманĕпе авăртмалла, ăна кунне 3 хут, апат умĕн, çуршар кашăк çимелле, шывпа сыпса ямалла. Икĕ эрне сипленнĕ хыççăн пĕр эрне тăхтамалла.
2. Кĕленчене ылтăн мăйăх ?золотой ус% текен курăкăн 50 сыппине тата çур литр шур эрех ярса вунă кун тытмалла, сăрăхтармалла. Ирсерен - выç варла, каçпа апатланиччен çур сехет маларах çак схемăпа ĕçмелле: пĕрремĕш кунне - 30 мл шыва 10 тумлам хушса, иккĕмĕш кунне - 11 тумлам, çапла 25 кунччен пĕрер тумлам ӳстерсе пырса 35 тумлама çитермелле. Кайран пĕрер тумлам чакарса пырса 10 тумлам хăвармалла.
3. Вĕретсе сивĕтнĕ 1 л шыва аш арманĕ витĕр кăларнă 1 кг ыхра ямалла. 1 уйăх тăрăлтарса лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, çур стакан ăшă сĕтпе 2-шер кашăк ĕçмелле. Сиплев тапхăрĕ - 10-15 кун. Çак мелпе кашни виçĕ уйăхран сипленмелле.
4. Çĕр улмине çутăра вырттарса шăтармалла. Çур литр кĕленчене 2Ĕ3 пайĕ таран çĕр улмин симĕс калчипе тултармалла, туличчен шур эрех ямалла. 3 эрне тĕттĕм вырăнта тытмалла. Ăна кашни ир, выç варла 50 г шыва 1 тумлам ӳстерсе ĕçмелле, кунсерен пĕрер тумлам хушса пымалла. 30 тумлама çитсен - чакарса пымалла. 2 уйăх сипленсен пĕр эрне тăхтамалла. Унтан каллех çĕнĕрен пуçламалла: хальхинче 1 тумламран 40 тумлама çитермелле, кайран чакарса пымалла. 80 кун сипленсен 1 эрне канмалла. Çакăн хыççăн 1 тумламран 50 тумлама çитермелле, унтан чакарса пымалла.
5. Палан сĕткенĕпе пыл ?1:1% хутăштармалла. Пĕрремĕш эрнере çак хутăша ирсерен чей кашăкĕн чĕрĕкĕ чухлĕ ĕçмелле, иккĕмĕш эрнере - çур чей кашăкĕ, виççĕмĕш эрнере - пĕрер кашăк, анчах ку хутĕнче ирпе те, каçпа та.
Гемангиома - юн тымарĕсен сиенсĕр мăкăлĕ. Пысăкăшĕ 5 см çитмесен, малалла ӳсмесен унран хăрама кирлĕ мар, теççĕ тухтăрсем. Çакнашкал нушапа тĕл пулнисем тал пиçен ?расторопша% вăррипе сипленни паллă. Вăрра çăнăх евĕр туса кунсерен 3 хут, апат вăхăтĕнче, 1-ер чей кашăкĕ чухлĕ çиеççĕ.
Сĕлĕ шывĕ пулăшма пултарать: лайăх çуса тасатнă 1 стакан сĕлле 1 литр шыва ярса 10 сехете яхăн тăрăлтарса лартмалла, унтан йăваш çулăм çинче çур сехет вĕретмелле, 12 сехет тăрăлтарса лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн, çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев тапхăрĕ - 1,5 уйăх. Пĕр уйăх каннă хыççăн тепĕр тапхăр сипленмелле. Çапла - çулталăк тĕршшĕпе.
Чĕрĕ çĕр улми çини те усăллă: 20-30 грамран пуçласа майĕпен 100-150 грама çитермелле.
Эрĕм курăкĕн настойĕ те ?аптекăра пур% аван: кунне 3 хут, апатчен 15 минут маларах, 12-шер тумлам ĕçмелле. 6 эрне сипленсен 4 эрне тăхтамалла, кайран каллех çĕнĕрен, çапла 3 тапхăр сипленмелле.
Комментировать