Мĕн тери ăста-çке сарă хĕр!

14 Мая, 2015

Пултаруллă та çирĕп тĕллевлĕ ачасене пур çĕрте те тÿрех асăрхаççĕ. Çапла Аньăна та пĕррехинче ялти клуб заведующийĕ «Район пики» конкурса хутшăнма сĕннĕ.

Хĕрача ку ĕçе савăнсах пуçăннă, Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăри «Сарă хĕр» сыпăка пăхмасăр вулама хатĕрленнĕ. Аня конкурсри тăхăр пикерен чи кĕçĕнни пулнă, апла пулин те çакă ăна пĕрре те хăратман. Тăрăшулăхне пула вăл «Ăста пике» номинацире çĕнтернĕ.

- Эпĕ тĕрлĕрен мероприятие хутшăнма тăрăшатăп. Уроксем хыççăн искусство шкулне çÿретĕп. Лидия Николаевна мана пианино калама тата тĕрĕс те илемлĕ юрлама вĕрентет, - каласа парать Красноармейски районĕнчи Карай шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Аня Кузьмина.

Искусство шкулĕнче вăл иккĕмĕш çул ăсталăхне туптать ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшĕ юрра маçтăр пулни те хĕрачана ырă витĕм кÿрет пуль. Маттурскер ташлама та юратать, хăй тĕллĕн ташă хатĕрлет.

Аня вĕренÿре малтисен ретĕнче. Районти предмет олимпиадисенчен ăна хăвармаççех. Биологи предмечĕ вара пуринчен ытла кăсăклантарать пулас. Ахальтен мар-çке вăл районти конференцире купăста ÿстерес вăрттăнлăхсене уçăмлатма тăрăшнă.

- Эпĕ ыйтнă çынсенчен чылайăшне «Валентина» сорт килĕшет, «Славăна» та мухтаççĕ, - тет çамрăк пахчаçă. - Кÿршĕри агрономпа та, Ольга Витальевна Михайловăпа, калаçрăм. Çапла вара калчасăр лартнă купăста лайăхрах ÿснине пĕлтĕм, вĕсен пуçĕсем те аванрах пулаççĕ иккен.

Ял çыннине хумхантаракан çивĕч темăпа калаçса хĕрача иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене хутшăнни ырă йĕр хăваратех. Кайран çав вăхăтсем çинчен аса илме уйрăмах кăмăллă пулĕ. Аня хăйĕн шухăшĕсене виççĕмĕш класранпах «аса илÿсен курупкине» çырса пуçтарса пырать. Çакă пурнăçа самай кăсăклантарать иккен.

Лариса ПЕТРОВА

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ, Кэтлин, Аня тата Настя.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.