- Чăвашла верси
- Русская версия
Николай Ытарай хайлавĕсем – чун уççи
Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулти ачасем чăваш чĕлхи урокĕсене чунтан кăмăллаççĕ.
Вĕрентекенсем хавхалантарма пĕлеççĕ мар-и? Вĕсем тăрăшнипе чылай çыравçăпа курса калаçма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ унти вĕтĕр-шакăр. Хастартараххисем К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнчи тĕрлĕ уява хутшăнма та мехел çитереççĕ.
Николай Ытарай хайлавĕсем кĕçĕн çулхисемшĕн - чун уççи. Çавна асăрханă иккĕмĕш «т» класс ертÿçи Елизавета Карташева пуçарнипе сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Ăна Николай Ытарай çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Пур иккĕмĕш класс та тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Пĕрлех концерт та лартнă, курав та йĕркеленĕ. Малта - Богдан Кудряшов /«Çерçи пуххи»/, унтан - Виктория Андреева /«Аслати»/, виççĕмĕш вырăнта - Анна Павлова /«Пуканесем»/, Анна Садовникова /«Манăн анне»/, Анна Михайлова /«Авă килет»/. Çапла пĕтĕмлетрĕ жюри.
Çыравçă мăшăрĕ, Елена Сергеевна, çамрăк ăрăва малашне те тăван сăмаха хисепе хума сĕнчĕ. Хăй вăл Николай Васильевичăн еткерне упраса хăварассишĕн нумай тăрăшать. Пурăннă чухне пичетлеймен алçырăвĕсене пухса кĕнекисене кăларать.
«Çăмламас упа» юптару - Николай Ытарайăн пичетре тухнă пĕрремĕш хайлавĕ. Ăна «Сунтал» журналта 1941-мĕш çулхи тăваттăмĕш номерте кăларнă. «Кĕнекине те тытса курăпăр-ха», - çыру янă пиччĕшĕ çартан. Çук, пÿрмен çав Анатолий Антипаторович Розова шăллĕн кĕнекине тытса курма. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă.
Николай Ытарай - 35 кĕнеке авторĕ. Пиччĕшĕ мĕн тери савăннă пулĕччĕ!
Конкурс вĕçленсен 2 «т» класс вĕренекенĕсем хăнаран вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Елена Сергеевна Васильева Тутарстан Республикинчи Нурлат районĕнчи Вăтам Хăмăшлă ялĕнче çуралса ÿснĕ.
«Вăрçă пуçланнă», - чĕрене хускатрĕ сăмах. Кĕçех ашшĕн ят тухрĕ. Ăна ăсатма станцие пиллĕкри хĕрĕ те пычĕ. Халăх хĕвĕшет. Салху сăн çапнă хĕрарăмсем куççульпе пит çăваççĕ. Чун хурланнăран Елена нăшăклатма тапратрĕ. «Ан йĕрĕр!» - чарчĕ ашшĕ.
Ури çине мĕн кĕçĕнлех ĕне пусрĕ. Хур кĕтĕвĕ кĕтрĕ. Çарран. Выçлă-тутлă пурăнчĕç. Ашшĕ вăрçăран таврăнсан тин сывлăш çавăрчĕç.
Пĕве кĕрсен Хусанта çĕвĕçĕре, сутуçăра ĕçленĕ. Унтах Николай Ытарайпа паллашса çемье çавăрнă. 1980-мĕш çулта Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Çурт çине унта Николай Ытарай пурăннине палăртса Асăну хăми çакнă.
Ачасем Елена Сергеевнăна ăшă тĕлпулушăн чĕререн тав турĕç. Вăл та парăмра юлмарĕ, мăшăрĕн кĕнекисене парнелерĕ. Чун уççиллĕ хайлавсенчен тăракан кĕнекесене.
Галина ЕЛИВАНОВА,
К.В.Иванов ячĕллĕ Литература
музейĕн наука аслă сотрудникĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ, Николай Ытарайпа мăшăрĕ.
Комментировать