- Чăвашла верси
- Русская версия
Шашкăлла выляса аслисене парăнтарать
Первомайскинчи «Шуçăм» ача садĕнчи шăпăрлансем тĕрлĕ вăйă выляма юратаççĕ. Кунта кашни çулах воспитательсем шашка турнирĕ ирттереççĕ. Унта ачасем хастар хутшăнаççĕ. Кăçал çак турнирта Артем Петухов çĕнтерчĕ.
Артем шашкăлла лайăх вылять, ку енĕпе хăйĕнчен аслăраххисене те парăнтарма пултарать. Пĕр ушкăнри ачасем унпа тупăшма шикленеççĕ. Ара, вĕсем шашка вăййин вăрттăнлăхне хальлĕхе маттур тантăшĕ пек пĕлсе çитереймеççĕ-çке! Артема шашка вăййине аппăшĕ Кристина вĕрентет.
- Килте эпир ĕçсенчен пушансан пурте пĕрле пуçтарăнса сĕтел хушшине ларатпăр та шашкăлла вылятпăр, - каласа парать маттур арçын ача. - Эпĕ хăш чухне тĕлĕкре те çак вăйăпа аппаланатăп. Çумра никам та çук чухне вара выляв техникине пăхса тухса пĕчченех кусăмсем тăватăп.
Шашка питĕ килĕшет ăна. Çак енĕпе спортсмен пулас ĕмĕт те пур Артем Петуховăн.
Галина КИРГИЗОВА.
Патăрьел районĕ,
Первомайскинчи «Шуçăм» ача сачĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ, Артем Петухов.
Комментировать