Чăваш хăмли - чи хăватли

13 Мая, 2015

Чунĕ уяллах туртать

"Сирĕнсĕр ĕç тухмасть, Василий Сергеевич. Уй-хирти ĕççине ирттерме хуçалăха чĕнесшĕн. Килĕшетĕр-и тесен мĕн хуравланă пулăттăр?" - ыйтатăп 77 çула пуснă харсăр ертÿçĕрен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕнчен. "Уççăн каласан каясах килмест. Ывăнтăм. Вăй-хал та чакса пырать. Пĕлтĕр те çуракине хамах ирттертĕм темелле. Михаил Тагеев фермера ?Сĕнтĕрвăрри районĕ% ĕçе пĕччен йĕркелесе пыма йывăррине ăнланатăп. Питĕ тилмĕрсен тухса пулăшмалла пулĕ", - тет канăçсăр чунлă специалист ?çак статья пичете тухнă тĕле 77-ри Василий Сергеевич Малинин хăйĕн пурнăçĕнче 45-мĕш хут çураки ирттерме уй-хире тухнă%.

Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе Василий Сергеевич килти ĕçсене йăлт хăй тăвать. Парка çитĕннĕ помидор калчисене пăхса ытараймастăн. Кашнийĕ - уйрăм савăтра. Кăнтăр кунĕнче арçын вĕсене пиçĕхтерме çенĕке кăларса лартать. "Кунта пĕтĕмпе 7 сорт", - тесе паллаштарать. Ĕçсене пуçтарсан хăй çуралса ÿснĕ Хурăньялне çула тухать. Кунсерен 5 çухрăм утса сывлăхне çирĕплетет, чĕлĕм туртмасть, эрех-сăрапа айкашмасть, типтерлĕхе кăмăллать.

Килти хуçалăхпа кăна лăпланса ыттисем пек канлĕ пурăнас килмест-тĕр унăн. Чунĕ анлă уй-хирех туртать. Çакна калаçнăçемĕн туятăн. "Уйсене тахçанах тухса тĕрĕсленĕ-ха эпĕ. Ыраш питĕ аван хĕл каçнă. Хурапха çывăхĕнчи тулă пахалăхĕ хальлĕхе кăшт канăçсăрлантарать, ытти вырăнти аптăрамасть", - тет. Кĕркунне кĕрхисене 800 гектар çинче акса хăварнă. Çĕре пахалăхлă вăрлăх ?1 тата 2 класли% кăна варăнтарнă. Çакăншăн хĕпĕртет ветеран-агроном.

 

Мĕншĕн çĕр çинче çамрăк хуçа мар?

- Василий Сергеевич, хăвăр вырăна шанчăклă çамрăк хатĕрлеме вăхăт мар-и?

- Çамрăксем хуçалăхра юлма килĕшмеççĕ. Çакăн сăлтавĕ шалу укçипе те çыхăннă пулĕ. Урăххи те шухăшлаттарать. Пĕлтĕр икĕ практикант килчĕ. Ансат ĕçе пурнăçлаймаççĕ, агрегат çинче акмалли виçене палăртаймаççĕ. Теорине те пĕлмеççĕ, практика çинчен калаçасси те çук.

- Вĕренÿ тытăмĕ çав териех тивĕçтермест-и?

- Нумаях пулмасть хамăр ялти пĕр паллакан ачана куртăм, мĕнле вĕреннипе кăсăклантăм. Пурăнма та, вĕренме те лайăх терĕ. Курс ĕçĕ çырса пуç ватмаççĕ, укçа тÿлесен хатĕррине тупма пулать-мĕн. Практика ĕçĕ те сахал. Вĕренсе тухсан çак çамрăк инженер дипломне алла илет. Вĕренÿпе практика пĕр çыхăра пулманран паха специалистсем çук.

2-3 çул каялла ашшĕне лайăх пĕлнĕрен пĕр çамрăка хам пата ĕçе илтĕм. Тагеев фермер ыйтнипе çумран уйăрмарăм. Малтан ăна-кăна чухламастчĕ, кайран кăсăкланма тытăнчĕ, ĕçе хăнăхрĕ, ăнланакан пулчĕ. Анчах тем вăхăтран пач кĕтмен-çĕртен заявлени çырчĕ те ĕçе пăрахса кайрĕ, райпори çăкăр заводне вырнаçрĕ. Уйсене виçнĕ чух "шагалкăпа" уттартăм, çавăншăн кÿренмерĕ-ши тетĕп тепĕр чухне.

- Пĕтĕмĕшле илсен ялхуçалăхне кадрсен ыйтăвĕ кăна ура хумасть пулĕ. Раççее хирĕçле йышăннă санкцисем унăн шăпине ырă енчен витĕм кÿрĕç-и?

- Аталанмашкăн усă памалла. Çапах та патшалăх пулăшăвĕ те курăмлăрах пулмалла. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр 1 га çĕре сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртме пире 200 тенкĕ ытла хушса тÿленĕ. Евросоюз çĕршывĕсенче вара 1 гектара 950 евро тивнĕ. Пире 450 хут ытларах тÿлемелле теместĕп, анчах сахалтан та 20 пин тенкĕ кирлĕ. Пысăк укçа тетĕр-и? Усă курман çĕре çĕнĕрен пусă çаврăнăшне кĕртмелле вĕт. Ăна йĕркеллĕ типтерлес тесен техникăпа 3-4 хут сухаламалла, дискламалла тата ытти те. Çумкурăка пĕтерме гербицичĕ те кирлĕ. 1 га çине вăл хăех темиçе пинлĕх укçа ыйтать. Хуçалăх ертÿçине ăнланмалла, унăн укçа перекетлес шухăш. Пĕлтĕр 82 га çинчи шурут текен çумкурăка пĕтерессишĕн фермерпа тавлашма та тиврĕ. Лаптăка гербицид сапмаллине ĕнентертĕмех. Унăн витĕмĕ "Казанская 565" кĕрхи тулăшăн усса кайнă пулсан темĕн пекехчĕ.

- Совет саманинче ĕçлесе пиçĕхнĕ агроном пулнă май уя, ахăртнех, юрăхсăр вăрлăх илсе тухмастăр.

- Пирĕн енчи çĕр пахалăх тĕлĕшĕпе республикăра чи чухăнни шутланать. Çавăнпа тухăçлă сортсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр. Вĕсене пысăк лаптăк çинче акиччен тĕрĕслетпĕр. Элита вăрлăха малтан 30-50 гектар çинче акатпăр, мĕнле тухăç панине пăхатпăр. Вăл тивĕçтерсен çак сортпа ĕçлеме тытăнатпăр. Пĕлтĕр пирĕн уйсенче çурхи туллăн "Симбирцит" сорчĕ анлă сарăлчĕ. Кĕрхи туллăн "Казанская 565" сорчĕ "Бирюза" сортран кăçал аванрах хĕл каçнă пек туйăнчĕ.

 

Тăрăшсан «чĕртсе» яма пулать

- Василий Сергеевич, эсир ĕмĕрхи агроном çеç мар, 20 çула яхăн "Октябрьский" совхоза та ертсе пынă. Çукран пур туса хуçалăх шучĕпе больница таранах лартнă. Хăмла ÿстерсе пурнăç тунă теççĕ аслă ăрури çынсем, сире тав тăваççĕ. Халĕ хăмлана Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çине çĕнĕрен тавăрма пулать-и?

- Çĕнĕ культура ÿстермелле теççĕ. Пирĕн, Сĕнтĕрвăррисен, хăмла патне таврăнмалла. Çак ĕçе тапратмалли план та пуçра пур. Кунти халăх хăмлапа ĕçленĕ, мĕн тумаллине йăлт пĕлет. Ăна хавхалантарса ĕçлеттермелле кăна. Тăрăшсан тума пулать.

- Сирĕн шухăшпа хăмла ÿстерме никĕс юлнă апла.

– Хăмла пахчисене çĕнĕрен чĕртсе ямалла. Капла тăкак сахалрах та пулĕ. Ĕлĕкхи пахчасенче тимĕр-бетон юпасем юлнă, çакă паха. Вĕсене ваттармалла мар. Лартнă хыççăн хăмла виççĕмĕш çулхине тухăç парать. Пĕлетĕр-и, пирĕн районти Кушмара хăмлине хăй вăхăтĕнче Францине янă. Çакна çирĕплетекен ĕлĕкхи этикеткăна ?1897 çулхиччĕ пулас% тупнă. Чăваш хăмлин 50 проценчĕ Сĕнтĕрвăрринчен тухнă.

Халĕ республикăра "симĕс ылтăн" ÿстерекен хуçалăхсене пĕр алă пÿрнисемпе шутлатăн, питех те сахал юлнă. Хăмла çитĕнтернĕшĕн дотаци парасси пирки те калаçрĕç. Чĕлхепе калаçакан нумай, анчах ĕçне тăвакан çук.

 

Профессорсемпе пĕрле тĕпченĕ

- Чим-ха, эсир хăмлапа çыхăннă патент авторĕсенчен пĕри пулманччĕ-и-ха?

- Эпĕ институтра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухнех ку енпе тĕпчев ĕçне хутшăннă. Хăмлапа нумай ĕçленĕ. Хусан университечĕн профессорĕсемпе пĕрле хăмларан экстракт хатĕрлемелли технологие шыраса тупнă ?официаллă документсем кăтартать - авт.%. Ку тĕлĕшпе Мускавра патент илнĕ. Вăл вăхăтра, 1993-1994 çулсенче, Раççейре кунашкал экстракт ниçта та кăларман. Оборудование саккаспа Балтика тăрăхĕнче тутарнă, Сĕнтĕрвăрринчи спирт заводĕнче вырнаçтарнă, мĕншĕн тесен хăмла экстрактне спирт никĕсĕ çинче хатĕрлемеллеччĕ. Ятне-шывне асăнмастăп, анчах пĕр ертÿçĕ çав вăхăтра завода кăвакарма пуçланă хăмла панă. Пахалăхсăр чĕртавартан мĕнле экстракт пултăр? Ĕç пăчланчĕ. Пирĕн оборудованипе кайран заводра рапсран çу тунă чухне усă курчĕç.

- Сирĕн "симĕс ылтăна" тирпейлессипе çыхăннă завод лартас шухăш та пулнă теççĕ.

- 1993 çулта менеджмент ĕçне алла илме мана Германие ячĕç. Кунта Боттрон хулинче пирĕн ял шкулĕнче вĕреннĕ Эдвин пурăннине асаилтĕм. Вăл манран пĕр çул кĕçĕнрехчĕ. Амăшĕ Кĕчкей ялĕнчен пулнă. Унăн çемйине кулак тесе Çĕпĕре кăларса янă. Кемерово хулинче хими завочĕ тума нимĕçсем пулăшнă. Кĕчкей хĕрĕ вĕсенчен пĕринпе паллашать те Германие тухса каять. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленеспе çемье ?унта икĕ йĕкĕреш ывăл çуралать% Германири Раççей зонине лекет. Хĕрарăмăн икĕ ачипе Октябрьскине таврăнма тивет. Эдвин шкулта питĕ лайăх вĕренет, ăна кĕмĕл медальпе пĕтерет. Арăмĕпе ачисене ашшĕ 1953 çулта кăна шыраса тупать, каллех пĕрле Германие илсе каять. Эдвинăн ашшĕ пекех инженер-химик пулас килнĕ. Совет Союзĕнче 5-6 çул вĕреннине каччă ют çĕршывра çулталăкра ĕнентерет, тивĕçлĕ диплом алла илет.

10 минутра шыраса тупрăм Эдвина. Ятарлă кĕнекере телефон номерĕ пулни пулăшрĕ. Боттрон хули Берлинтан 400 çухрăмра вырнаçнă, пурпĕрех тĕл пултăмăр. Хăмла тирпейлекен пĕрлехи предприяти тума калаçса татăлтăмăр. Эдвин завод валли оборудовани шыраса тупма шантарчĕ. Çыру çÿретсех тăтăмăр ?вĕсемпе паллаштарать - авт.%. Эдвин сăмахне тытрĕ - завод тăвас ĕçе финанслама май пурри çинчен пĕлтерчĕ. Брюссельри Европа банкĕ урлă Раççее пулăшакан ятарлă фонд оборудованипе тÿлевсĕрех тивĕçтерме пулнă. Эпĕ хавхаланса Шупашкара правительствăна çул тытрăм. Ырă хыпарпа савăнтаратăп тенĕччĕ - кăлăхах. Ман сĕнÿпе килĕшмерĕç, унашкал оборудование Францире саккас панă терĕç, хакĕ - 4 млн тенкĕ. Вăл республикăна тÿлевсĕр килме пултарасси ертÿçĕне кăсăклантармарĕ. Эдвина ура хуниех пулчĕ, çакăншăн паян кун та ÿкĕнетĕп.

 

Планпа ĕçлени хавхалантарнă

- Мĕншĕн çухалчĕ-ха чăваш хăмли?

- Мĕншĕн Совет Союзĕ арканчĕ?.. Китайран "симĕс ылтăн" йÿнĕпе килме тытăнчĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен хуçалăхсем йăвашланчĕç. Ертÿçĕре ĕçленĕ чухне "Октябрьский" совхозăн 800-900 га суха çĕрĕ пулнă, кашни гектартан вăтамран 30 центнертан сахал мар тĕштырă пуçтарса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх çулталăкне вăтамран 800-900 пуçран чакман, 1000-1100 пуç сысна усранă. Патшалăха 800 тонна тырă, 300 тонна аш ?чĕрĕ виçепе%, 800 тонна сĕт памалла пулнă тата ытти те. Темле пулсан та плана пурнăçланă.

- Планлă экономика хастар ĕçлеме хавхалантарнă тесшĕн эсир.

- Унсăр ялхуçалăхĕ пысăк çухату тÿсрĕ. Эпир вĕт хăй вăхăтĕнче "капвложени" тата "капремонт" статьясемпе панă укçапа вăйлă усă курнă. Çакă объект хăйхаклăхне пач витĕм кÿмен. "Аксаринский" совхозран уйрăлса тухнă хыççăн "Октябрьский" хуçалăхра тимĕрçĕ лаççипе пĕр йывăç хуралтă кăна ларнă, мастерской та пулман. Совхоз шучĕпе "капвложени" укçипе умлăн-хыçлăн икĕ çул 3 миллионшар тенкĕлĕх усă курнă. Çу завочĕ, больница, ытти объект тунă, çулсене асфальт сарнă. Хăшпĕр хуçалăх усă курма мехел çитереймен укçана хамăр çине куçарттарнă. Механизаторсен уйăхри вăтам ĕç укçи 700 тенкĕпе, выльăх пăхакансен - 450, рабочисен 280 тенкĕпе танлашнă.

- Каçарăр та, Василий Сергеевич, вăл вăхăтра патшалăх пулăшнăран ертÿçĕсене паянхинчен çăмăлрах килнĕ теççĕ.

- Ун чухне те ĕçлемесĕр нимĕн те пулман. Малтанах хуçалăхăн тăкакĕ пысăкчĕ, майĕпен чакса пычĕ. Икĕ çул иртсен тупăш илме пуçларăмăр. Астăватăп-ха, халăх хăмла çине тухмасть. Ĕçшĕн тÿлемелли тытăма улăштармасăр май килменнине ăнланса илтĕм. Роза Антонова бухгалтер пултаруллăччĕ, унпа пĕрле канашласа çĕнĕ май йĕркелерĕмĕр. Кашни çынпа вăл мĕн чухлĕ хăмла парассине палăртса килĕшÿ турăмăр. Ĕç укçине технологи карттине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Хăмлана август вĕçĕнче-сентябрь уйăхĕнче татма тытăнаççĕ. Эпир вара çынсене аванс майĕпе июньте те, июльте те тÿлесе пынă. Вĕсен ĕçне контрольленĕ паллах. Акă тухăç пуçтарма вăхăт çитнĕ. Килĕшÿре палăртнинчен çын хăмлана ытларах панă пулсан хушса тÿленĕ: 10 процент ытларах парсан хушăм укçи 15 процент ÿснĕ. Мĕн чухлĕ ытларах тухăç пуçтарса илнĕ - çавăн чухлĕ нумайрах хушса тÿленĕ. Кунсăр пуçне çулталăк вĕçĕнче преми панă, стажшăн хавхалантарнă.

Республикăра кунашкал тытăмпа пĕр хуçалăх та ĕçлемен. Ятарлă семинарсем, вĕренÿ урокĕсем йĕркелесе пирĕн опыта республикипех сарчĕç.

Халĕ хуçалăхсене хăйсем туса илекен чĕртавар хакĕ ытти йышши таварпа танлаштарсан питех те йÿнĕ пулни ура хурать.

Пĕлтĕр вăрлăх шыраса Тутарстанра пулнăччĕ. Унта 1 га пуçне республика правительстви хуçалăхсене аммиак селитрипе тÿлевсĕр тивĕçтерет. Çак удобрени тĕштырă калчине аталанса каймашкăн вăйлă пулăшать.

- Тивĕçлĕ канăва тухсан эсир халăх ыйтнипе икĕ çул Çĕрпÿ районĕнчи хуçалăха ертсе пынă. Унта та ним çукран пур тунă, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ. 70 çул урлă каçсан хăвăр вĕренекене Михаил Тагеев фермера çулсерен агроном ĕçĕнче пулăшатăр. Енчен те ыран е виçмине сире хăмла ĕçне чĕртсе ямашкăн сĕнĕç. Йышăнатăр-и кун пек сĕнĕве?

- Пулăшма ыйтсан - тархасшăн. Ĕçе мĕнрен пуçламаллине пĕлетпĕр. Укçапа хавхалантарсан халăх ĕçлет, тăрăшать. Сăра завочĕсем Китай хăмлине туянни пирки эпĕ асăннăччĕ. Анчах чăваш хăмлисĕр, Китай хăмлипе кăна, чаплă сăра вĕретеймĕн. Тутлăлантаракн япаласен виçипе тĕнчере пирĕн хăмлана çитекенни çук.

Ирина НИКИТИНА калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.