- Чăвашла верси
- Русская версия
Эпир çĕнтеретпĕр! Пирте çутă шанчăк!
ПУРĂННĂ ПУЛСАН ÇАМРĂК СĂВĂÇĂН ВУН-ВУН КĔНЕКЕ КУН ÇУТИ КУРĂЧЧĔ-И? ШЕЛ, ХАЯР ВĂРÇĂ УНĂН ПУРНĂÇНЕ ÇИРĔМ ÇУЛТАХ ПĔР ШЕЛСĔР ТАТНĂ.
Илья Семенов 1923 çулхи август уйăхĕнче Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ. Ялти пуçламăш, Вăрăмпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. Çамрăклах сăвăсем çырнă. Пултарулăхне ÿстерме нумай вуланă, ытти поэтсен хайлавĕсене тишкернĕ. Тăван тавралăхăн илемне сăвăсем урлă уçса панă вăл. Ачаллах ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă Илья. Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăр шкулта тăрăшса вĕреннĕ тăлăх ача. Вăрăмпуçĕнчи шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ.
1937 çулхи июньте Канашри учительсем хатĕрлекен курса вĕренме кĕнĕ. Кунта литература кружокĕнче ăсталăхне ÿстернĕ. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Çамрăк поэтăн сăввисем чуна пырса тивнĕ.
1940 çулта Илья Семенович Семенова Атнаш шкулне ачасене вĕрентме янă. Ĕçленĕ чухне те чылай сăвă çырнă. Вĕсенче тăван тавралăха, çĕршыва юратнине, çамрăклăха, юратăва мала хунине уçса панă. Унăн сăввисем хаçат-журналта та пичетленнĕ. Илья Семенов Пушкинăн хăш-пĕр хăйлавне чăвашла куçарнă. Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне халăха тăшмана çапса çĕмĕрме чĕнсе каланă. Çамрăк поэтăн кашни сăмахĕ сулмаклă, витĕмлĕ, сăввисем тарăн шухăшлă.
Артиллерист сасси
Фашист - урнă йытă шăвать сăрт-ту урлă.
Шăвать антăхса юн ĕçме малалла...
Разведчик, пул çивĕч! Наводчик - хăюллă!
Тĕп-тĕрĕс персе аркатар тăшмана!
Шăвать ирсĕрскер, хура хурлăх хупласшăн
Хитре хулана та чечеклĕ яла.
Анчах, çук, хуплаймĕ! Эпир нумай, йышлăн,
Эпир нихăçан пулас çук аяла.
Çуралнă çĕршывшăн, мухтавлă çĕршывшăн,
Юратнă çулпуçшăн пĕр харăс тăрса,
Çĕршыв çитĕнтернĕ хастарлă хĕр-ывăл
Çĕкленчĕ хаяр, çĕнтерÿллĕ вăрçа.
Пире çĕнтереймĕ хура урнă анчăк,
Садран вăл илеймĕ чечен илеме!
Эпир çĕнтеретпĕр! Пирте çутă шанчăк!
Тăшман халь кĕтет пирĕнтен вилĕм çеç.
1942 çулхи февральте Хĕрлĕ Çара тухса кайнă каччă, çапăçусене хутшăннă. Çак çулах июль вĕçĕнче Илле Илем йывăр аманнă. Тăхăр уйăх госпитальте сипленнĕ. Кĕçех ăна вăхăтлăха киле янă. Çывăх та юратнă çынни таврăннăшăн чун-чĕререн савăннă тăванĕсем. Анчах савăнăç нумая пыман. Эрнеренех, 1943 çулхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнче, çирĕмри салтак чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă.
Илле Илем сăвăçа хисеплесе вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă.
Салтак тăванĕсемпе çыхăнăва татман, çырсах тăнă. Шел, хальхи вăхăтра пĕр çырăвĕ кăна сыхланса юлнă. Ăна ял библиотекинче типтерлĕн упраççĕ.
«12 март, 1942 çул, Горький хули.
Малтанхи йĕркесенчех Сире - анне, Ксения, Иван Горький хулинчен хĕрÿллĕ салампа саламлатăп. Нумаях пулмасть Сирĕн пата 2 çыру çырнăччĕ. Аптăранă енне, ответ илеймесĕрех, тепĕр хут çырма шутларăм. Халĕ киле аса илетĕп те, пĕр шутласан, чарăнма пĕлмесĕр йĕрес килет. Тăлăх ÿсни, выçăллă-тутăллăн шкула çÿрени - пурте манăн куç умĕнчех. Кăна çырса эп Сире хурлантарасшăн мар, хамăн пуçри шухăшсене çеç каласа парасшăн. Микулапа пĕрле яланах салтак юрри юрлатпăр. Юрланă хушăрах хамăр киле, вăрмана, Вăрăм шывне аса илетпĕр. Ку çырура урăх çырмаллиех те тек çук пуль тесе шутлатăп. Вăхăт çук - занятисене васкатпăр. Салам! Салам!»
Хаяр вăрçа Семеновсен çемйинчен иккĕн хутшăннă. Илле пиччĕшĕ, Петр Семенов, вăрçă пуçланнă çул Сталинград хулинче хĕсметре тăнă. Унăн пурнăçĕ те синкерлĕ татăлнă. Çак çул, декабрь уйăхĕнче, вăл хыпарсăр çухалнă.
Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрин патне çырсах тăнă. Ку çырусем те çулсем иртнĕ май çухалнă. Çапах пĕри тепле майпа упранса юлнă-юлнах. Петр Семенов Илле Илем патне янă çыру.
«Ырă кун - ырă çыру
1941 çулта майăн 14 кунĕ. Шăллăм, сан çыруна илсенех час çырма вăхăт пулмарĕ. Сан çинчен шутласа çыру ярас терĕм. Пурнап питĕ лайăх. Кун сиктерсе хурала тухатăп. Лагере кайса пĕтрĕç, пире хурал тăма хăварчĕç. Сана питĕ курас килет, калаçас килет. Малалла çыру тăрăх калаçас пулать. Ним тума та çук шăллăм, ан çилен, çыру ямас тесе. Салтак пурнăçĕ питĕ йывăр, пĕр канăç та çук. Халĕ вĕренсе çитрĕм, хамшăн хам пурнап. Çак çыруна караул помещенинче çыратăп, шăп 12 сехет тĕлĕнче. Сана юратса пысăк салам яратăп. Карточка яма - хулана кăлармаççĕ, тата питĕ хаклă. Ан васка, эрнеренех ÿкерттерсе ярап.
Çак çыруран санăн аллуна хытă чăмăртаса ярап. Сталинград хули питĕ пысăк, питĕ илемлĕ, унта тем те пулĕ. Килнĕ чух 5 хула витĕр тухрăмăр. Тем те куртăм пуль унта. Кино куртăмăр - кино хитре, военный. Тата винтовкăпа пеме вĕренетпĕр. Илука, тăванăм, хăçан ачасене çуллахи каникула яран, вара киле каян. Сана ырă кун пултăр. Сывлăх пултăр пуçна. Хветĕр патне çыру яма адрес çук, хăй те ямаç. Илука, тăванăм, иксĕмĕр час кураймăпăр. Эс тухса кайăн салтака. Аннесене питĕ йывăр пулать. Пока сывă пул. Хам та сывă юлăп. Салампа Петр Семенов. Салам! Салам!»
Лариса НИКИТИНА.
Комментировать