- Чăвашла верси
- Русская версия
Пушă сентресем патне таврăнмăпăр
Хальччен ют çĕршывран турттарнă чĕртавара Раççейре ăçта ытларах тупăш панине кура туса илме пуçлĕç. Кун çинчен правительство ертÿçи Дмитрий Медведев Патшалăх Думинче тунă отчетра пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - çĕнĕ проектсем лавккасенчи сентресене совет тапхăрĕнчи пек пушатмĕç.
"Эпир пахалăх тĕлĕшĕнчен тупăшăва тухма хатĕр хуçалăхсем валли меллĕ условисем туса парасшăн. Ку апат-çимĕç тытăмне кăна пырса тивмест. Эпир экономика енчен тÿрре кăларакан майсене, проектсене палăртатпăр", - пĕлтернĕ вăл.
Раççее хирĕç йышăннă санкцисем тата пирĕн укçан вăйĕ кăшт чакни тĕллеве пурнăçа кĕртме ăнăçлине асăннă. Паллах çакна валли вăхăт та, укçа та кирлĕ тенĕ.
Премьер асăннă тăрăх - ютра кăларнă тавара хамăр патра хатĕрлессипе çыхăннă программăсене пур тытăмра та хатĕрленĕ: промышленноçра, энергетикăра, ялхуçалăхĕнче тата ытти те. Пĕтĕмпе 2,5 пин ытла проект пурнăçланмалла.
Дмитрий Медведев шухăшĕпе хăш-пĕр тĕпчевçĕсене Раççейре ют çĕршыври суту-илÿ тытăмĕсем йышли пăшăрхантарать. "Тавар туянаканшăн ку темех мар, тĕрлĕ япала ытларах пулни пушшех те аван", - хуравланă вăл. "Пирĕн патра ют çĕршыв лавккисем кăна мар, хамăрăн пачах çĕнĕрен йĕркелесе янисем те пур", - палăртнă Дмитрий Анатольевич.
Патшалăх Думин бюджетпа налук комитечĕн председателĕ Андрей Макаров премьера тÿр кăмăллă мар çынсем çĕнĕрен пуçламалли проектсемпе усă курса пĕр намăсланмасăр пуйни çинчен асаилтернĕ, çăткăнлăх çулне пÿлме сĕннĕ. "Эпĕ хаксене административлă майпа йĕркелессине хирĕç. Лавккари сентресем пушанса юлнă вăхăта сирĕн пекех астăватăп. Кризис тапхăрĕнче хăш-пĕр предприниматель хăйне мĕнле тытни чăннипех тĕлĕнтерет, этемле хăтланмаççĕ", - тенĕ премьер. "Усламçăн тупăш илесси çинчен шухăшламалла паллах, анчах хальхи условире пур чухне те тупăш илеймĕн", - хушса каланă Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ.
Унăн сĕнĕвĕпе эмелпе тивĕçтерес, суту-илÿ ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче саккунсем йышăннă чухне çавнашкал çăткăн усламçăсене шута илме манмалла мар. Патшалăх Думинче хальхи вăхăтра шăпах суту-илÿ саккунне улшăнусем кĕртессине сÿтсе яваççĕ. Çав улшăнусене ырласа йышăнни ытлашши пулас çук.
Комментировать