Чи пултаруллисем

13 Фев, 2014

Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш "Цветик-семиц¬ветик" телекурав фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăннă. Тĕрлĕ хуларан килнĕ ачасем сакăр номинацире тупăшнă.

Кăçал кăрлач уйăхĕнче вара çак фестивалĕн финалĕ пулчĕ. Гала-концерта çĕнтерÿçĕсене çеç чĕнсе илчĕç, чи пултаруллисен хушшинче Тури Ачак шкулĕн "Гармония" ташă ушкăнĕ те. Вĕсем "Хореография" номинацире эстрада тата ирĕклĕ ташăсемпе виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăчĕç.

"Лейся, песня" ушкăнри Александра Иванова, Константин Степанов тата Ева Семенова солистсем вокалçăсен номинацийĕнче палăрчĕç. Александрапа Ева иккĕмĕш степеньлĕ лауреат, Костя дипломант ята тивĕçрĕç.

Сăвă вулассипе "Илемлĕ сăмах" номинацире "Çеçпĕл" ушкăна çÿрекен Наталья Яковлева, Алина Иванова тата Александра Иванова та лауреатсем пулса тăчĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.