АСТМĂПА КĔРЕШЕКЕН ПАСТĂСЕМ

13 Фев, 2014

Бронх астмипе аптракансем çак рецептсемпе сипленсе пăхма пултараççĕ. Вĕсем тăрăх эмел хатĕрлеме курăк-тымар чĕрри те, типĕтни аван, çу уйăхĕнчи е çăка пылĕ лайăхрах, çук пулсан ытти те юрать.

1-мĕш паста. Шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçисене çуса типĕтмелле, аш арманĕпе авăртмалла. 3 литр кĕрекен кĕленче савăта çурри таран пусарсах тултармалла, хĕрринченех шĕвĕ пыл /хытнине шыв мунчине лартса ирĕлтермелле/ ямалла, шăвăç хупăлчапа хупмалла. Савăта полиэтилен хутаçа чикмелле, сывлăш кĕмелле мар çăтă туртса çыхмалла, çур метр тарăнăш чавнă шăтăка лартмалла, çиелтен тăпрапа хупламалла. Пĕр уйăхран кăлармалла - эмел хатĕр. Ăна кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах çитĕннисен тата 10 çултан иртнĕ ачасен - 1-ер апат кашăкĕ, 1-10 çулти ачасен 1-ер чей кашăкĕ 100 грамм вĕри сĕтпе сыпса çимелле. Сиплев курсĕ валли 3 литр кирлĕ.

Хутăш ытти чиртен те - ОРЗран, грипран, ларингитран, трахеитран, бронхитран, вар-хырăм амакĕсенчен - пулăшать.

2-мĕш паста. Пĕр виçепе шапа хупаххи, шăнăр курăкĕ /подорожник/, эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/ чечекĕ, сар çип ути /зверобой/ илмелле, аш арманĕпе авăртмалла, 3 литр кĕрекен кĕленче савăта çурри таран тултармалла, хĕрринченех шĕвĕ пыл ямалла. Унтан 1-мĕш паста мелĕпех хатĕрлемелле. Çавăн пекех сипленмелле.

Паста шăнса пăсăлсан, ÿпке чирĕ, гастрит, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви, энтероколит, ÿпкепе хырăмлăхăн усал шыççи аптратсан та ырă витĕм кÿрет.

3-мĕш паста. 1 апат кашăкĕ аир тымарĕ, 50 грамм çÿллĕ анăс курăкĕн /девясил высокий/ тымарĕ, 100 грамм сиплĕ шăпăр курăкĕн /алтей лекарственный/ тымарĕ, 50 грамм ама хупаххи, 50 грамм шăнăр курăкĕ, 50 грамм сар çип ути. 50 грамм аслати курăкĕ /фиалка трехцветная/, 50 грамм эмел курăкĕн чечекĕ илсе аш арманĕпе авăртмалла. Пĕтĕмпех 3 литр кĕрекен савăта тултармалла, хĕрринченех шĕвĕ пыл ямалла. Шăвăç хупăлчапа хупса çур метр тарăнăш шăтăка лартмалла, тăпрапа хупламалла, пĕр уйăхран кăлармалла. Кунне 3 хут çитĕннисен тата 10 çултан иртнĕ ачасен - 1-ер апат кашăкĕ, 3-10 çулти ачасен 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Сиплев курсĕ валли 3 литр паста кирлĕ. Вăл 1-мĕшпе 2-мĕш тĕслĕхсенче асăннă чирсенчен те, туберкулезран та сиплет.

Шута илме! Тăпрана чавса лартнă чухне савăта полиэтиленпа чĕркемеллех, унсăрăн хупăлчи тутăхать. Хулара пурăнакансен тăпра ăшне лартма май килмесен савăта тĕттĕм, сулхăн вырăнта /сивĕтмĕшре мар/ тытмалла. Усă курма пуçласан савăта капрон хупăлчапа витмелле, сулхăн, тĕттĕм вырăнта упрамалла. Рецептра палăртнă виçене пысăклатма, сиплев вăхăтĕнче тăхтавсем тума юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.