Йăлт ­‐ вăрçă вăхăтĕнчи пекех

8 Мая, 2015

Вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса Хусанти чăваш çамрăкĕсен "Асамат" пĕрлешĕвĕ питĕ пысăк ĕç тунă - Петĕр Хусанкайăн "Мунча шăрши" сăввипе юрă клипĕ ÿкернĕ.

- Вăрçă вăхăтĕнче Чăваш халăх сăвăçи Брянск вăрманĕнче "Мунча шăрши" ятлă сăвă çырать. Çав сăвă çинчен мана 2005 çулта Хусанта пурăнакан шурсухал Василий Дедушкин каласа кăтартрĕ. Алексей Наумова, вăл "Асамат" пĕрлешĕвĕн ертÿçи, унпа юрă кĕвĕлеме ыйтрĕ. Алексее эпĕ темиçе хут та кăтартса пăхрăм сăвва, анчах та тем тума вăл хута каймарĕ. Пĕлтĕр çулла вара сăвва кĕвĕлерĕ. Юрă клипĕ ÿкерчĕ, - каласа кăтартать ÿкернĕ çĕре хутшăннă "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев.

- Юрă, тĕрĕссипе каласан, 5 минут хушшинчех çуралчĕ.Тумсем тупасси вара чи пысăк йывăрлăх пулчĕ. Пирĕн партизансен отрядне кăтартмаллаччĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи салтак формисене театрсенчен пуçтартăмăр. Ялсенче кирза атăсем те çук, салтакран килнисен пурин те берцы кăна. Вăл вăхăтри чашăк-тирĕке, гильза таврашне, каскăсене музейсенчен пуçтарса вăтăра яхăн çынна тивĕçтерме пултартăмăр. Кун пек клипсем халиччен ÿкерсе те курман. Вăл вăхăтри атмосферăна еплерех кăтартăпăр тесе нумайччен шухăшласа çÿрерĕмĕр. Халĕ эпĕ вăрçă çинчен кино ÿкерекенсене еплерех йывăр пулнине питĕ аван ăнланатăп, - тет клип сценарисчĕ, режиссерĕ тата продюссерĕ Алексей Наумов. - Малтан Хусан çывăхĕнче ÿкересшĕнччĕ, каярах шутласа пăхрăмăр та ку сăваплă ĕçе Петĕр Хусанкайăн тăван çĕршывнех кайса тăвас терĕмĕр. Тутар Республикинчи Элкел районне кĕрекен Сиктĕрме-Хусанкайпа Хăрата ялĕ хушшинчи вăрманта утарта ÿкертĕмĕр. Ÿкернĕ çĕре ял çыннисем те хутшăнчĕç. Уйрăмах Евгений Яганев, Дмитрий Морелев, Иван Младшев çемйисем тата ял çамрăкĕсем пулăшрĕç. Вĕсене те, Сиктĕрме-Хусанкайри вăтăм шкулĕн, вырăнти Культура çурчĕн, П.Хусанкай ячĕллĕ музейăн пуçлăхĕсене те пысăк тав. Элкел районĕнчи чăваш ялĕсен каччисем вăрçă вăхăтĕнчи çар формине тăхăнчĕç те - сăнран улшăнсах кайрĕç! Хуран патĕнче хĕвĕшекен пăтă пĕçерекенре те унчченхи шапашника паллама çук, сержант сăнарне илнĕ фермер хăйĕн 8 ĕни пирки те манса кайнă тейĕн - пăшал тасатать. Танкист пирĕн - кĕтÿ кĕтекен. Палласа илме çук. Йăлт - вăрçă вăхăтĕнчи пекех.

- Вăл вăхăта, ун чухнехи салтаксен чунне ăнланса илес тесен çав тумсене тăхăнса пăхмалла пуль. Эпĕ малтан историлле пулăмсене реставрацилесе вăрçăлла "выляса çÿрекен" çитĕннĕ çынсене ăнланмастăмччĕ. Мĕн тума, кама кирлĕ теттĕм. Хам шинель, кирза атă тăхăнса, пиçиххирен флягăпа котелок çакса пăшал йăтса хирсем, вăрман тăрăх чупа-чупа, асаттесем мĕнле йывăрлăхсене чăтнине туйса курнă хыççăн ун пек тиркес килмест манăн вăрăçă вăхăтĕнчи пулăмсем патне çĕнĕрен таврăнакансене. Хăрушă вăрçă саманчĕсене манăçа кăларма памасăр вĕсем тĕрĕс тăваççĕ, - А.Наумовпа килĕшсе тăсрĕ калаçăва Константин Малышев "салтак".

"Мунча шăрши" клип 3 минут пырать. Унта сăвăра çырса кăтартнă пекех çапăçу та, çав вăхăтрах юрату та курăнать. Мунча кĕнине те тĕплĕнех кăтартса панă. Ахăртнех ятарлă актерсем вылянă пулсан клип, паллах, урăхларах пулса тухатчĕ пулĕ. Ахаль тата хамăрпа юнашарах çынсем ÿкерĕнни клипа ăшăрах та чунлăрах, кăмăла çывăхрах тăвать. Хăйнеевĕрлĕ те чăн-чăн пулса тухнă.

Светлана САДЫКОВА

Тутарстанри хамăр корреспондент

Рубрика: