Çĕнтерÿ чĕререх...

7 Мая, 2015

ЧР Наци библиотекин «Мерчен» пÿлĕмĕнче уяв мероприятийĕсем пуçланнă. Майăн 4-мĕшĕнче унта ветерансемпе, тыл ĕçченĕсемпе «Çĕнтерÿ ăрусен чĕрисенчех» тĕлпулу иртнĕ.

Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вĕсен ачисем, мăнукĕсем, тăлăх арăмсем, тыл ĕçченĕсем çитнĕ. Пухăннисем вăрçă хирĕнче юлнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Мероприятире Çĕнтерÿпе çыхăннă юрăсем янăранă. Фронтовиксем вăрçă çинчен каласа кăтартнă. Унта выртса юлнă юлташĕсене аса илнĕ май ветерансен куçĕ шывланнă. Вăрçă витĕр тухнисем çамрăксене вĕрентсе ăшă сăмахсем каланă. Унтан «Фронтовики, оденьте ордена» документлă фильм кăтартнă.

Рубрика: