Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

7 Мая, 2015

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ. Пытармăп, литературăпа, журналистикăпа çыхăннă кашни мероприятиех пысăк хавхаланупа хутшăнатăп. Мĕншĕн тесен унта çĕршыв шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ çыравçăсемпе паллашса вĕсен тĕлĕнмелле тарăн шухăшлă калаçăвне тăнлама, çамрăк генисемпе курнăçса тачă çыхăну йĕркелеме май пур. Тутарстанăн тĕп хулинче тăватă кун иртнĕ фестивальте Бакури форума та хутшăннă çамрăк писательсемпе поэтсем пулни нимрен ытла хăпартлантарчĕ. Пилĕк уйăхра мĕнле хайлавсем шăрçалани, еплерех çитĕнÿсем туни пирки каласа кăтартрăмăр пĕр-пĕрне.

Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ

Тĕрĕк халăхĕсем ĕмĕрсем ылмашăннă май тĕнчипех саланнă. Вĕсен йышĕ паянхи куна - 167,4 миллион ытла çын. Евразире, Çурçĕр Америкăра, Австралире... тĕпленнĕ тĕрĕксем. Территорипе пăхсан, Раççейре пысăк лаптăк йышăннă. Халăх шучĕпе тишкерсен, Турцире нумаййăн пурăнаççĕ. Тутарсем Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен пĕрремĕш фестивальне чĕнсе тăванла халăхсем патне йыхравсем янă. Тĕнче шайĕнчи мероприятие Турцирен, Казахстанран, Туркменистанран, Раççейри Пушкăрт, Крым, Кабарда-Балкар, Дагестан, Саха-Якут, Чăваш республикисенчен çамрăк çыравçăсем хутшăнчĕç. Çыру ĕçне нумаях пулмасть кÿлĕннисемпе пĕрлех тĕрĕк çĕршывĕсенчен халăхра тахçанах палăрнă писательсемпе поэтсем те пынă. Вĕсен йышĕнче Казахстанри çыравçăсен пĕрлĕхĕн председателĕн заместителĕ Галим Жайлыбай сăвăç, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Турцири Каппадокири писательсен союзĕн ертÿçи Айша Пасланмас, Кабарда-Балкар сăвăçи, куçаруçи Абдуллах Бегиев тата ыттисем пулчĕç.

Хусанти чаплă хăна çурчĕсенчен пĕринче «Булгарта» вырнаçтарсан пире Тутарстан çыравçисен пĕрлĕ­хĕн çуртне илсе кайрĕç. Шел, чăваш писателĕсен виçĕ союз пулсан та пĕр обществин те ун пек чаплă кермен çук. Фестиваль шăпах çавăнта уçăлчĕ. Тутар Республикин писателĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Рафис Курбанов, ТР культура министрĕн заместителĕ Ирада Аюпова хăнасене тарават йышăнса ăшшăн калаçнă хыççăн яш поэтсемпе писательсем сăмах илчĕç. Якут калаçать-и, казах-и, пушкăрт сăвă вулать-и, балкар-и, турккă пĕтĕм зала янăратса пуплет-и, туркмен-и... - кашнинех итлеме кăмăллă. Мĕн тери хитре тата çав чĕлхесемпе çырнă сăвăсем... Ку тарана çитсе якутла калаçнине куçран пăхса ăса хывманччĕ. Халĕ май килчĕ. Пыр тĕпĕнчен тухакан хупă сасăсем çан-çурăм тăрăх ăшă хум чуптараççĕ.

Ăсталăх класĕсем те ăнăçлă иртрĕç фестивальте. Мĕн пытармалли, паянхи кун кам мĕнле пултарать, çапла çырма хăтланать. Паллах, кашни авторăн хăйĕн стилĕ пулмалла. Анчах ку ăста çыравçăсенчен тĕслĕх илмелле маррине, вĕсен сĕнÿ-канашне ăса хывмалла маррине пĕлтермест. Çамрăк сăвăçсем хăйсен хайлавĕсене тĕрлĕ халăх поэчĕсен умĕнче вуларĕç. Кашнинех тимлĕ итлерĕç шурсухалсем, кирлĕ чухне асăрхаттарусем турĕç.

Прозаиксемпе драматургсен произведенийĕсене мастер-класа ертсе пыракансем маларах вуланă. Пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн кĕнекисенчен пĕрне вырăсла та куçарнă. Унăн «Не оставляй, мама» повеçне çулланнă çыравçăсем пысăк хак пачĕç. Нумай ачаллă çемьере çуралнă Айгиз ашшĕ-амăшĕнчен питĕ ир тăлăха юлнă. Ача çуртне лексен те хуçăлса ÿкмен вăл. Интернатран вĕренсе тухсан Пушкăрт патшалăх университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. 27 çулти Айгиз - «Башкортостан» хаçатăн литературăпа культура пайĕн корреспонденчĕ, Раççей çыравçисен союзĕн членĕ.

Чăваш Енрен кайнă Анастасия Владимировăн тата çак йĕркесен авторĕн хайлавĕсене «Вечная Волга» трилоги романĕн авторĕ Николай Сорокин тата «Ăçта-ши эсĕ, юратăвăм.», «Пăла таврашĕнче», тата ытти произведение кун çути кăтартнă Евгений Турхан хакларĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекен, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсра палăрнă Настьăн «Ануш эпи» калавĕ вĕсен чунне уйрăмах хускатнă. 5-мĕш курс студенткине экспертсем çыру ĕçĕнчен пăрăнма юраманни пирки каларĕç. Ку çамрăк авторăн пултарулăхне пысăк хак пани пулчĕ ĕнтĕ. Малалла вулас...

Рубрика: