- Чăвашла верси
- Русская версия
Тавах сана, салтак-ветеран!
1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитет. Чаплă уява кĕтсе илме çĕршывра тăрăшса хатĕрленеççĕ, çав шутрах республикăра та. Çавна май Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ятарлă акцисем, уйăхлăхсем, спорт тата культура мероприятийĕсем иртеççĕ. Аслă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине республикăра чыслăн палăртнă тапхăрта Чăваш Енри 24 пин ытла паттăр çак ятпа ятарласа кăларнă чыслав медальне кăкăр çине çакрĕ. Ку йышра - вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, концлагерьсенче асапланнă ачасем. Паян пирĕн республикăра çак категорисене кĕрекен 24 пин ытла çын пурăнать.
Чăваш Енрен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 208 пин ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 106 пин ытла ентеш каялла таврăнайман: хăшĕ-пĕри вут-çулăм ăшĕнче выртса юлнă, теприсем вара хыпарсăр çухалнă. Вăрçă кашни çемьене хуйхă кÿнĕ. Сăмахран, Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Тÿмерле ялĕнчи Смирновсем фронта улттăн тухса кайнă, хаяр тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçма тупа тунă. Хăйсен сăмахне тытнă пĕртăвансем. Шел, Александр Витебск патĕнчи çапăçура пуçне хунă, Маркпа Василий вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Смирновсен паттăрлăхне правительство çирĕм ытла наградăпа хакланă. Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ пĕртăван Питеркинсем вара фронта саккăрăн ăсаннă, тăваттăшĕ çеç тăван тăрăха каялла таврăннă. Арсентий Капитонович паян та ырă-сывă. Кăçал 95 çул тултарать вăл. Канашра пурăнать, тăван ялне кайсах çÿрет.
Ентешсем рейхстага штурмлама та хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Константин Шевнин. Вăл нимĕç фашисчĕсен тĕп йăвин стени çине «Эпĕ Атăл тăрăхĕнчи чăваш - Константин Шевнин» тесе çырса хăварнă.
Тылра та çăмăл пулман. Вăрçа кайнă арçынсен вырăнне хĕрарăмсем, ачасемпе ватăсем ака-суха тунă, вырмара тăрăшнă, алса-чăлха çыхса фронта ăсатнă, салтаксене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Акă 1942 çулта Елчĕкри МТСра 126 трактористран 75-шĕ хĕрарăм пулнă. Çак çул кăтартăвĕсем тăрăх МТС республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Кашни çын Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Ял çынни танк, самолет туянма укçа-тенкĕ пухни те çакна çирĕплетет.
Елчĕк енĕн историпе тăван тавралăх музейĕнче 1944 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕнче» пичетленнĕ заметка упранать. Унпа вулакансене те паллаштарас килет: «Лаш Таяпари Крупская ячĕпе хисепленекен колхоз колхозници Хуриванова Христина иртнĕ çулах хăйĕн ĕнипе колхозра сахал мар ĕçлерĕ. Кăçал та ĕçлет. Халĕ вăл хăйĕн ĕнипе кĕлте кÿрес ĕçре ĕçлет. Кашни кунах 12-шер лав кĕлте турттарать. Кăçал колхозра хăйĕн ĕнипе тĕрлĕ ĕçре ĕçлесе Х.Хуриванова 140 ĕç кунĕ тунă». Çакă мар-и вăл паттăрлăх? Терт-нушана, хуйха-суйха парăнтарса çĕнтерÿ еннелле талпăннă ĕç çынни.
Совет халăхĕ кар тăрса тăшмана çапса аркатнă. Шел, салтак-ветерансен, тыл ĕçченĕсен йышĕ çулсерен чакать. Вĕсен паттăрлăхне çамрăк ăрăвăн манма юрамасть. 1418 талăка пынă хаяр та хăрушă вăрçă яланах пирĕн асра юлтăр.
Манман никама та, ниме те! Тайма пуç кăмăлтан,
Улăпла çапăçса тăшмана парăнтарнă çĕнтерÿçĕсене,
Хăтаруçă пулса мирлĕ пурнăç пилленĕ вĕсем тĕнчене!
Тав сана, чи пысăк тав, кĕмĕл çÿçлĕ салтак-ветеран,
Аптраманлăх ан хухтăр санра, яланах сывă пултăр!
Вăрçă вучĕ ниçта та текех нихăçан та ан тухтăр!
Валентина ПЕТРОВА.
Комментировать