Çулталăка пĕтĕмлетсе

12 Фев, 2014

Халăх йышĕ ÿстĕр

Етĕрне районĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев чи малтан Чăвашпотребсоюзăн аш-какай комбинатĕнче пулнă. Пĕлтĕр кунта ашран юр-вар хатĕрлекен çĕнĕ цех хута кайнă. Талăкне 3 тонна продукци хатĕрлеме май парать вăл. Çичĕ ютран турттарса килнĕ аш-какайпа мар, хамăрăннипе усă курни савăнтарать.

Халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кирлĕ. Çакна кура предприятин тулли хăватпа ĕçлемеллине, пахалăхсăр тавар туса кăларакансене хĕссе кăларса суту-илÿ анлăшĕнче çĕнĕ çулсем уçмаллине палăртнă республика ертÿçи.

Етĕрнесен иртнĕ çулхи ĕçне хакласа тăрăшуллисене, пултаруллисене, çемье йышне ÿстернисене тата Сочири хĕллехи Олимп вăййисене кайма тивĕçлисене наградăсем панă.

Районта демографи лару-тăрăвĕ тивĕçтерсех кайманнине палăртнă. "Ялсенче хăтлă пурăнма, пурнăçа аталантарма, сывлăха упрама майсем туса параççĕ, анчах халăх йышĕ чакать. Апла вырăнти влаçăн халăхра сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе ытларах ĕçлемелле", – тенĕ Михаил Игнатьев.

Етĕрнесем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çĕкленĕ: çул-йĕр тумалли – юсамаллине, уйрăм ялсенче шыв объекчĕсем юхăннине, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тивĕçтерменнине, вырăнти спирт завочĕн шăпи канăçсăрлантарнине тата ыттине.

 

Саккуна пăхăнакан чăрмав ан куртăр

Шупашкар районĕнче пĕлтĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртнĕ. "Юрма" агрохолдингăн чăх-чĕп комплексне, "Ольдеевская" агрофирмăн теплицине тĕпрен юсанă, "Ниссан" дилер центрне, "Акашевская" чăх-чĕп фабрикине туса пĕтернĕ. "Изва" тулли мар яваплă пĕрлешÿре çĕнĕ йышши трансформатор станцийĕ кăларакан цеха хута янă. Асăннă проектсене пурнăçа кĕртни халăха 245 хушма ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Кăçал та 21 проектпа ĕçлеме палăртнă.

Пĕчĕк тата вăтам бизнесра районти халăхăн 41 проценчĕ ĕçлет.

Иртнĕ çул ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса илме каякан тăкака саплаштарма район бюджетĕнчен пирвайхи хут субсиди уйăрнă, пĕтĕмпе унăн виçи 5 млн тенкĕпе танлашнă. Ятарлă услови тăрăх – субсиди илекенсен акмалли лаптăка иртнĕ çулхинчен пĕчĕклетмелле мар.

Районăн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене сÿтсе явма вырăнти халăх хастар хутшăннă: ĕçмелли шыв пахалăхĕ, культура çурчĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем тумалли, шанчăкран тухнă управляющи компанисем çинчен, федераци пĕлтерĕшлĕ трасса çинче çул юппи кирли, çĕрпе тухăçлă усă курмалли пирки сăмах хускатнă. "Атлашевский" хуçалăх ертÿçи тĕрĕслев органĕсене отчет пама кăткăссине уçăмлă тĕслĕхпе ĕнентернĕ.

Республика пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче налук тÿлесрен пăрăнакан организацисемпе витĕмлĕрех ĕçлемеллине асăннă. "Вĕсенче йĕрке тумалла, саккуна пăхăнса тăрăшакансене сăлтавсăр чăрмантармалла мар", – тенĕ вăл.

Чылай ыйтăва татса панă чухне халăхăн хăйĕн те пуçаруллă пулмалла.

Культура çулталăкĕнче чун тасалăхĕ, чыс, çамрăксене тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси çинчен ытларах калаçмаллине те палăртнă Михаил Васильевич.

Ирина АНДРЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.