«Самантăн» 4-мĕш номерĕ кун çути курчĕ.

29 Апр, 2015

Хаваслине те, шухăшламаллине те тупать унта вулакан. Çырăнтару пирки те аса илтерет журнал.

Апрель уйăхĕнчен тытăнса журналта «Тăван чĕлхемĕр» ярăм пичетленме тытăнать. Чăваш чĕлхи мĕнле пулса кайнине çутатать вăл. Пичетленекен ĕçсен никĕсĕнче Н.И. Егоров профессор тĕпчевĕсем. «Юханшыв çăлтан пуçланать» статья ăса пырса тивессе шанатпăр.

«Атăлçи мул-туприпе» кăсăкланакансем хальхинче туçи çармăс тăрăнĕ Акпарс ĕçĕ-хĕлĕпе, Когояр кÿллин вăрттăнлăхĕсемпе паллашĕç.

Номерти «Самант» хăни - Стас Владимиров. Халăх юратнă юрăçăн, Çамрăксен театрĕн артисчĕн шухăш-кăмăлĕ пурне те кăсăклă пуль.

Корея вăрçине, паллă мар вăрçăна, лекнĕ чăваш каччи Михаил Агафонов çинчен пуçланă сăмах малалла пырать.

Вăй илме ĕлкĕреймен юрату пулать-и тĕнчере/ Хуравне Валентина Федорова калавĕнче тупатăр.

Юрату тĕнчин асамĕ пирки каламăпăр та: хăвăр вуласа пĕлĕр.

Тем те пур журналта! «Самантпа» тĕплĕн паллашаса шанатпăр.