Банкоматсенчен укçа вăрланă

27 Апр, 2015

Чăваш Ен ШĔМĕн «К» пайĕн сотрудникĕсем апрелĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта ĕлĕк Совет Союзĕн тытăмĕнче пулнă республикăсенчен пĕринчен килнĕ виçĕ çамрăка тытса чарнă. 21-25 çултискерсене банк карточкисем çинчен укçа вăрланăшăн арестленĕ.

Каччăсем Чăваш Ене автомашинăпа темиçе кун каяллах килнĕ. Вĕсем Шупашкарти темиçе банкоматра скиммерпа пĕчĕк видеокамера вырнаçтарнă. Çак хатĕрсем банк карточкисен кăтартăвĕсене вăрлама, пин-кода курма май параççĕ. «Хăнасем» вăрттăн оборудование Перекет банкĕн Воробьев композиторсен урамĕнчи «Мода çурчĕ» чарăнури павильонри, Президент бульварĕнчи «Каскад» суту-илÿ çуртĕнчи, Энгельс урамĕнчи «Магнит» лавккари банкоматсенче вырнаçтарни паллă.

Ултавшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Полици асăннă вăхăтра палăртнă банкоматсемпе усă курма, укçа çухатма пултарнă çынсене шырать. Шар курнисене малтан банкра укçана ăçта куçарнине пĕлме, ун хыççăн полицие пыма сĕнеççĕ.

 

Н.ЯКОВЛЕВ.

Рубрика: