- Чăвашла верси
- Русская версия
Салтак валли - хĕр тутри
Эрнекун Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче "Çĕнтерÿ символĕсем" курав уçăлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă декораципе ал ĕç ÿнерĕн конкурсне хутшăнса мала тухнисене те чысларĕç унта. Куравра республикăри 15 районпа 3 хулари 35 ăстапа ÿнерçĕн 60 ытла пултарулăх ĕçне курма май пулчĕ.
Уяв Шупашкар районĕнчи "Çĕньял" фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе уçăлчĕ.
ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова конкурса хутшăннă мĕнпур ăстана тав турĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.
Республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ Наталья Фошина хăйĕн сăмахĕнче ал ăстисем хăйсем мĕн пĕлнине, мĕнпур вăрттăнлăха паянхи çамрăксене вĕрентсе хăварсан тăван ен культурине тата та пуянлатма, вăйлатма май пуррине каларĕ.
Ал ăстисен пултарулăхне тĕрĕ, çыхнă ĕç, йывăçа касса илемлетесси, автор пуканийĕ, коллаж, вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси, батик, скульптура композицийĕ, живопись, витраж номинацисенче хакларĕç.
Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян та. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та - хăть тÿнтер, хăть пиччен - пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. Унсăр пуçне мĕнпур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пур. Ансатлăх пачах кураймăн. Чечек-çулçă таврашĕ те çук.
Ĕлĕк чăваш хĕрĕсем каччисене çара ăсатнă май тĕрĕс-тĕкел, лайăх çаврăнса килччĕр тесе тĕрленĕ салтак тутри парнеленĕ. Унта йăх тымарĕн паллисене ÿкернĕ. Çав тутăр çамрăка аякра та вăй парса, хавхалантарса тăнă. Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Надежда Кузнецова конкурса салтака каякан каччă валли тĕрленĕ алшăллипе, тепĕр майлă - салтак туприпе, хутшăннă.
"Хĕр парни упранă салтака, кашни кун хăй пирки аса илтернĕ, чăтăмлă, вăйлă пулма хистенĕ", - каласа кăтартать тĕрĕçĕ. Шупашкарти Маяковский ячĕллĕ "Тĕрĕ тĕнчи" клуб ертÿçи вăл. Ылтăн алăллăскер улах ларакансене эреш вăрттăнлăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçине тĕпчет. Авалхи çырулăх, чăваш йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ, юрри-кĕвви, тĕрри-çĕвви кăсăклантарать ăна. "Пирĕн аваллăх питĕ пуян, ăна манăçа кăларас килмест. Ытти халăх çынни те эпир мĕн тери вăйлă та ĕçчен иккенне пĕлтĕр", - тет çамрăк тĕрĕ ăсти.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçлекен Раиса Федорова çĕнтерÿ конкурсне мĕнпе хутшăнасси пирки чылай шухăшланă. Юлашкинчен хĕрлĕ пусмана чăваш тĕррипе илемлетсе сĕтел çивитти, салфеткăсем хатĕрлес тенĕ. "Пирĕн салтаксем тăватă çул юн тăкнă вăрçăра. Ятарласа çак тĕсе суйларăм, вăл çĕнтерÿпе килĕшсе тăрать. Часах ветерансемпе тыл ĕçченĕсене чей ĕçме чĕнĕпĕр. Уяв сĕтелĕ çине эрешлĕ çак çивиттие сарăпăр", - хавхаланса каласа кăтартать Раиса Апполинариевна. Махорка хутаççине те тĕрĕпе илемлетнĕ чăваш хĕрарăмĕсем. Вăрçа каякан упăшкин кутамккине чиксе янă ăна. Капăр эреш çапăçу хирĕнче пĕрмай арăмне, ачисене аса илтерсе, тăшманпа кĕрешме вăй парса тăнă.
"Чăваш тĕррисемпе ултă çул кăсăкланатăп. Малтан тытса та курман, çыхнă кăна. Евгения Жачева патĕнче вĕреннĕ эпĕ. Хăш-пĕр çĕвĕ яка та ăнăçлă пулаймасан хăйĕн патне кайса килетĕп. Ансат ĕç мар, анчах та тăрăшсан пуçланăскере вĕçне çитерме пулать", - хавхаланса паллаштарчĕ хăйĕн тĕррисемпе Раиса Федорова.
Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнче пурăнакан Федор Артамоновăн йывăç композицийĕсем тĕлĕнмелле пуян. Вĕсенче мĕн чухлĕ ăшăлăх, юрату... "Улах ларни", "Çимĕк вăййи", "Тарпа пиçнĕ çăкăр" ĕçсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, аваллăхĕпе паллаштараççĕ. Йывăçран касса ăсталанă пуканесем çавапа, кĕреплепе, питлĕхпе илемлĕ кĕвĕ кăлараççĕ. Пĕри шăпăр калать, теприсем ташлаççĕ. "Тарпа пиçнĕ çăкăр" композици çăкăра сĕтел çине лартиччен нумай ĕçлемеллине сăнлать. Вăрçăран аманса таврăннă бригадира та манса хăварман вăл. Ватă мучи тин çеç пиçсе тухнă çăкăрпа ваттисене асăнать.
Федор Александрович çапăран хатĕрленĕ çатан картасене тата ытти чылай ĕçе ялти клубра усрать. "Йывăç пуканесене хĕллехи вăхăтра ăсталатăп. Унăн çÿп-çапĕ нумай тухать, арăма тарăхтарса та çитеретĕп пуль хăш чухне. Анчах та каскаламасан ман чун чăтмасть, пуç ыратма пуçлать", - каласа кăтартать хăй ĕçне парăннă ал ăсти
"Çĕнтерÿ символĕсем" конкурс çĕнтерÿçисене дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать