Ăратлăха лайăхлатас ыйтупа

24 Апр, 2015

Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче районти техник-осеменаторсемпе зоотехник-селекционерсен вĕренĕвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов выльăх ĕрчетесси, унран апат-çимĕç туса илессине ÿстересси çинчен доклад тунă. «Кольцовка» агрофирма, «Янгорчино» тата «Победа» ЯХПКсем иртнĕ 3 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен аш нумайрах сутнă. Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем асăннă тапхăрта иртнĕ çулхи çав хушăринчен сĕт ытларах туса илнĕ. Район ăна кашни ĕнерен сăвассипе те ĕçе лайăхлатнă. Сăмахран, «Мураты», «Янгорчино» хуçалăхсен, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кăтартăвĕсем - лайăх, «Юнтапа» ЯХПКн начар.

Семинара хутшăннисене райадминистрацин ялхуçалăх пайĕ техник-осеменаторсене ĕç укçи тÿлеме тата преми парса хавхалантарма хатĕрленĕ сĕнÿсемпе паллаштарнă. «Чувашское» АУО директорĕн заместителĕ Михаил Гурьев хăйĕн сăмахĕнче выльăх ăратне лайăхлатассине, сĕт производствине тупăшлă йĕркелессине тишкернĕ. Уйрăммăн илсен фермăсене зооветеринари приборĕсемпе туллин тивĕçтерме, ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçре çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курма чĕнсе каланă. «Кашни хуçалăхăн ăратлăха лайăхлатма тĕллев лартмалла, пысăк продукци туса илме май паракан выльăх туянмалла, каярахпа ăна вырăнти хуçалăхсене сутмалла, ăратлăх ĕçĕнче тĕллевлĕ программăсемпе усă курмалла», - тенĕ вăл.

Асăннă обществăн пай ертÿçи Леонид Решетников республикăра вăя кĕртнĕ селекци меслечĕсене хак панă. Шĕвек азотпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма, чикĕ леш енчен илсе килекен выльăх вăрлăхĕн пахалăхне палăртса туянма сĕннĕ.

Районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан ветспециалисчĕ Анжелика Васильева гинекологи чирĕ ернĕ выльăха мĕнле сиплемеллине, ĕнесемпе пушмак пăрусем вăхăтра пĕтĕленсе юлччăр тесе мĕн тумаллине ăнлантарнă.

С.СЕРЕГИН

Автор: