Чи лайăх ача сачĕсем

23 Апр, 2015

Мускавра Раççейри вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсене пухса йăлана кĕнĕ конференци ирттернĕ. Унта Чăваш Республики те хутшăннă. Конференци программипе килĕшÿллĕн конкурс та иртнĕ. Унта Шупашкарти ача сачĕсем палăрнă.

Конкурсра "Чикĕсĕр шкул" тема тавра калаçнă. Шкулчченхи учрежденисен йышĕнче Шупашкарти тăватă ача сачĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕсем - 7, 52, 156, 201-мĕш ача сачĕсем. Çаксем çĕнĕ вĕренÿ енĕпе палăрнă. Шупашкар хула администрацийĕ каланă тăрăх, пуçаруллă педагогсем çĕнĕ планпа çунатланнă. Вĕсем хулари ача сачĕсен çумĕнче стажировка тухмалли федераци лапамĕ йĕркелесшĕн.

Рубрика: