“Архиври каç”

23 Апр, 2015

Ку акци Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртĕ. Апрелĕн 23-мĕшĕнче республикăри архив учрежденийĕсем Пĕтĕм Раççейри "Архиври каç" акци лапамĕсене çаврăнĕç.

Çав кун Патшалăх истори архивĕнче хăнасене манти тăхăннă архивариус кĕтсе илĕ. Вăл учрежденири пÿлĕмсене кăтартĕ. Кунтах чăваш поэчĕн Константин Ивановăн пурнăçне çутатакан, архивра упранакан документсен куравĕ уçăлĕ. Унсăр пуçне ĕçченсем хăнасене Шупашкарăн XVII-XVIII ĕмĕрсенчи историйĕ пирки каласа кăтартĕç. Акци 17-21 сехетсенче иртĕ. Хальхи истори патшалăх архивĕнче вара Чăваш Енри паллă çынсен фондĕнчи документсен куравне йĕркелĕç. Вăл 16 сехетре пуçланĕ. Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче вара Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен çемье архивĕсенчи документсене йышăнĕç.

Рубрика: