Пахалăха кура – тупăшĕ

22 Апр, 2015

«Сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсене туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп, ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çавăн пекех Çырура сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртнă.

Ĕне - çур пурнăç

Кăçалхи июльтен ял çыннисене сутакан сĕт пахалăхне кура тÿлеме тытăнмалла. Пысăк хуçалăхсемпе тахçанах çапла татăлаççĕ. Вĕсем тирпейлекен предприятисене тÿрремĕн тата нумай сутнипе пахалăха тĕрĕслеме те çăмăл. Хушма хуçалăхсенчен чĕртавар йышăннă чухне йывăртарах. Вĕсен сĕчĕ тирпейлекен предприятисене çитиччен темиçе алă - посредник - витĕр тухать. Пытармалли çук, нумайăшĕ чĕртавара йышăннă чухне пахалăхне тĕрĕслесе вăхăт ирттересшĕн мар. Пурне те пĕр пек тÿлени вĕсемшĕн меллĕрех-и, тен.

Çĕнĕлĕх йывăрпа пулин те пурнăçа кĕме тытăнчĕ темелле. Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхозра вара çакă унчченех йăлана кĕнĕ. Икĕ-виçĕ çул каяллах халăхран туяннă сĕтшĕн пахалăхне кура татăлаççĕ. «Ялти выльăх йышне упраса хăвармалла, - тет Алексей Ершов ертÿçĕ. - Çынсене ĕне тытма хавхалантармалла, сĕт сутса тупăш илччĕр». Хуçалăхра çынсен сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ.

- Куллен 10-13 савăтри сĕте тĕрĕслеве илетпĕр. Мĕнпур категорири хуçалăхсенчен кунне 7200 тонна сĕт пуçтаратпăр, çав шутра 52 процентне халăхран, - каласа парать хуçалăх лаборанчĕ.

Пахалăха кура туянакан чĕртавар хакĕ те тĕрлĕрен иккен, литрне 17-19 тенкĕпе йышăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрин ытларах та тухать.

- Паха сĕт сутса хушма хуçалăхсем иртнĕ уйăхра литршăн 19,41 тенкĕ илчĕç, - пĕлтерет ертÿçĕ.

Чĕртаваршăн укçипе вăхăтрах татăлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен хушма тупăш илме май пурри çынсене хавхалантарать. Пĕрне кура тепри тенĕн хушма хуçалăхра икшер-виçшер ĕне тытаççĕ. Сĕт пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшни куç умĕнчех. Ара, унчченхи пек улталаса сутаймăн текех тата юрăхсăр тавара ыттисен умĕнче намăс та курас килмест. «Эпир виçĕ ĕнен сĕтне сутса уйăхне 40 пин тенкĕ ĕçлесе илетпĕр», - пĕлтерет Шурутра пурăнакан. Мĕнех, ырă пуçару. Шурутсене ĕçсĕр юласси те хăратмасть, кулянса алă усса лармĕç вĕсем.

 

Ырă пуçару йăлана кĕрĕ-ши?

Шурă маччара хура пăнчă шыранăн çитменлĕхе те асаилмесĕр иртеймĕн. Сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине Комсомольски тăрăхĕнче илтнех-тĕр, анчах вăл пурнăçа кĕреймен-ха. Шел, «Урожай» колхоз та хушма хуçалăхсемпе килĕшÿсем туман. Ĕçлĕ хутшăнусене малашне документсемпе çирĕплетĕ-ши, калама йывăр.

Районта 22 сĕт-çу ферми. Сĕт сăвасси куллен ÿссех пырать темелле. Çавна май тирпейлекен предприятисем те аталансах пыраççĕ. Нумаях пулмасть «Молцентр» предприятире пастеризациленĕ сĕте пакета тултаракан цех хута кайнă. Куллен 3-4 тонна чĕртавар тирпейлеме йышăнать предприяти. Малашне сĕт юр-варне ытларах та кăларма палăртаççĕ. Кунта сĕт пуçтарса паракансем хушма хуçалăхсемпе килĕшÿсем çирĕплетме тытăннă ĕнтĕ. Хальлĕхе пурте документ йĕркелемен пулин те çак ĕç сарăлсах пырать.

ЧР ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Йĕпреç, Канаш районĕсенчи хăш-пĕр предприятире те сĕтшĕн пахалăха тĕпе хурса тÿлеççĕ. Апла кĕçех хушма хуçалăх тытакансем те ĕçне кура тивĕçлипе укçа илме тытăнĕç.

Лариса Никитина.

Сăнÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.