Чăвашсен пĕрлехи диктанчĕ

22 Апр, 2015

Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелекен çак проектăн тĕллевĕ пархатарлă - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстересси. Çав вăхăтрах халăхăмăрăн авалхи йăлисенчен пĕрне - нимене - аса илтерекен çыру ĕçĕ кашни çынна хăй чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслемешкĕн май парать.

Вăл апрелĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери чăвашсем пурăнакан хулапа ялта иртмелле. Ăна йĕркелекенсем - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, "Хыпар" Издательство çурчĕ, Чăваш наци радиовĕпе телевиденийĕ.

Диктант текстне гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ятарласа конкурс йĕркелесех суйланă. Чылай ĕç сĕннĕ. Тĕплĕ хакланă хыççăн комисси Леонид Маяксем çырнă хайлаври сыпăка суйласа илнĕ. Тĕрлĕ аудиторисенче текста камсем вуласси те паллă. Чăваш наци радиовĕпе ăна Г.С.Лебедев ячĕллĕ 3-мĕш интернат лицей вĕрентекенĕ Лидия Кузьмина диктант çыракансем патне çитерĕ. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче чăвашсен паллă çыравçи Ева Лисина, Леонид Петровпа Геннадий Дегтярев ăсчахсем вулĕç. Вĕрентÿ институтĕнче çырма кăмăл тăвакансене текстпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Александр Степанов, Римма Гаврилова, Ирина Диарова паллаштарĕç. Педагогика университетĕнче хатĕрленĕ аудиторисенче - унта ĕçлекен филологсем.

Акцие хутшăнас текенсем çыру ĕçне тĕрлĕ меслетпе пурнăçлама пултараççĕ. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем асăннă кун 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72, 41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телекуравĕн официаллă сайтĕнче /www.ntrk21.ru/ тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://www.chgign.ru сайта вырнаçтарнă. Компьютерпа наборланă е хут çине алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2015@yandex.ru.

Ушкăнпа пĕрле ларса, хăй чăваш чĕлхине хисепленине палăртса диктант çырас текенсен вара апрелĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехет тĕлне ЧППУ чăваш филологи факультетне /Президент бульварĕ, 19а çурт/ е Чăваш Республикин вĕрентÿ институтне, е Шупашкарти педагогика колледжне пымалла.

 

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: