Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

21 Апр, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2015 çулхи пĕрремĕш кварталти аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх - отчетлă тапхăрта строительство енĕпе /106,7 процент/, çурт-йĕр хута ярассипе /1,9 хут/, аш-какай /102,1 процент/, сĕт /100,3 процент/ туса илессипе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ ÿснĕ.

2015 çулхи мартра 2014 çулхи декабрьтипе танлаштарсан апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем 10,3 процент /Раççейĕпе - 10,9 процент/ ÿснĕ.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - пĕрремĕш кварталта республикăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш енĕпе 10 млрд та 250,3 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăр шайĕнчен 105,5 процент пулать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ министрсене, муниципалитет ертÿлĕхне бюджетăн тупăш пайне ÿстерес енĕпе хушма мерăсем йышăнма, налуксем, çĕршĕн тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ пухассине ÿстерме, организацисемпе лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланă, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене те пĕрмаях тĕрĕслемеллине палăртнă.

Рубрика: