Пылак юратакан вăрă

20 Апр, 2015

Иртнĕ çул вĕçĕнче, 2015 çул пуçламăшĕнче Куславкка районĕнчи Тĕмшер ялĕнчи пĕр хуçалăха вăрă иленнĕ. Çакскер кашнинчех пыл вăрланă.

Преступнике тупса палăртнă. Çак ялтах пурăнакан 38 çулти Михаил Муравьев иккен. Хайхи хуçалăха вăл вăрра 5 хут кĕни çирĕпленнĕ. Ытти пурлăхпа пĕрле кашнинчех пыл вăрлани палăрнă.

Тепĕр тесен Муравьев пылак юратнине ял-йыш маларахах пĕлме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çак хуçалăха вăл унччен те кĕнĕ, унтан пыл вăрланă. Çакăншăн иртнĕ çулхи сентябрьте суд умне тăнă, ăна условнăй майпа çулталăк та 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман иккен - пыл илĕртнипе каллех преступленисем тунă. Çавăнпа та суд ку хутĕнче ăна пуçран шăлмарĕ, ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ. Приговор саккунлă вăя кĕрессе кăна кĕтмелле.

А.ЗОТОВ,

Куславкка районĕн прокурорĕ

Рубрика: