«Капкăн» журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

20 Апр, 2015

Хуплашкан 1-мĕш страницине А. Плехановăн «Куракăн чаплă концерчĕ» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Акă манăн процентсем» ÿкерчĕк çапăннă.

"Саккун сакки" рубрикăра суд материалĕсем пур. «Пулать вĕт» рубрикăра Г.Федотовăн "Тĕлпулу мар - реклама" кулăшла калавĕ вулакана кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Кулма пĕлекен ватăлмасть", "Çар çыннисем те шÿтлеççĕ", "Пултаракансемпе култаракансем" рубрикăсенче интереслĕ материалсем чылай.

Çавăн пекех журналта А. Савельев-Сасăн "Мускав сутти" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.