Паттăрсемпе мухтанатпăр

18 Апр, 2015

Манăн асатте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Роман Григорьев, 1980 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Пĕчĕк икĕ мăнукне курма ĕлкĕрнĕ вăл. Килте унăн пысăклатнă сăнÿкерчĕкĕ, орден-медалĕ упранать. Çывăх тăвансем унăн паттăрлăхĕ çинчен темиçе хут та каласа кăтартнă, пурпĕрех çĕнĕрен итлес килет.

Хĕрÿ çапăçу пынă. Çыхăну кабелĕ татăлнине пула лару-тăру пушшех кăткăсланнă. Йĕри-тавра пуля вĕçнĕ, снаряд çурăлнă, юн юхнă... Салтаксене çыхăнăва йĕркелеме хушнă. Пĕри, тепри, виççĕмĕшĕ... таврăнайман. Вырăна çитичченех тăшман персе вĕлернĕ вĕсене. Çав салтаксем вилессине туйса-пĕлсе малалла ыткăнни хăех - паттăрлăх. Манăн асатте çыхăну кабельне сыпăнтарма май тупнă. Телейĕ пулнах çав унăн. Çакăншăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Мухтанатпăр эпир Роман Григорьевичпа. Ун çинчен мăнукĕсен ачисем те пĕлеççĕ, истори урокĕнче тантăшĕсене каласа кăтартаççĕ. Вут-çулăм витĕр тухнă паттăра эпир асран кăлармăпăр.

"Манăн кукаçи Александр Беззубов 16 çулта вăрçа тухса кайнă. Минометчик пулнă. 18 çулта киле Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, анчах 2 урасăр таврăннă", - çырать социаллă сайтра пĕр шкулта вĕреннĕ Ольга Михайлова. Авă еплерех çаврăнса килнĕ шăпа. Пурпĕр пурăнма ăнтăлнă, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма тăрăшнă çав çамрăк.

Çуралнă тăрăхри Етĕрне районĕнчи Ирçери вăрçă ветеранĕсем çаплипех куç умĕнче. Ача чухне нумайăнччĕ вĕсем. Василий Никифоров çинчен "Пурăнать ялта танкист" ятпа журналта пичетлесе кăларнăччĕ. Алексей Падеров тавралăх историне лайăх пĕлетчĕ. Яков Алексеев чÿрече рами, алăк ăсталатчĕ. Ывăлне те çак ĕçе хăнăхтарнăччĕ. Петр Ермаков мăшăрĕ çĕре кĕрсен хуçалăха çирĕп тытса пычĕ. Ялти хĕрĕ, мăнукĕсем пулăшса тăчĕç ăна... Фронтовиксем тавралăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Анчах Аслă Çĕнтерĕве çывхартнисен йышĕ çулсеренех чакса пычĕ. Вĕсемсĕр урам, ял пушанса юлчĕ...

Ирçе шкул музейĕнче, ытти çĕрти пекех, вăрçă ветеранĕсен кун-çулĕпе паллашма пулать. Çакăнта упранакан документсем нихăçан та хăйĕн хакне çухатмĕç. Музей экспонатсемпе, рефератсемпе, тĕпчевсемпе пуянланса пыни савăнтарать çеç.

Телее, ветерансем пурăнаççĕ-ха. Вĕсен аса илĕвĕ çамрăк ăрушăн нимрен хаклă. Куçа-куçăн калаçнине, паллах, астуса юлмалла, çырса хăвармалла.

Халĕ çĕршывĕпех Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем йĕркелеççĕ. Паллăраххисене аса илтерсе хăварас килет. Унта пурин те - ватти-вĕттин, çамрăккин - хутшăнма пулать. Çĕмĕрлери "ЭКА" общество организацийĕ, тĕслĕхрен, "Çĕнтерÿ хунавĕ" акци пуçарса янă. Ăна ЧР çутçанталăк министерстви те ырланă. Кĕçех ял тăрăхĕсене уяв тĕлне хатĕрленĕ чечек клумбисем илем кÿрĕç. Çавнашкалах шкул ачисем валли экскурсисем йĕркелеме пуçланине каласа хăвармалла. Çитĕнекен ăрун тĕрлĕ вырăнти Çĕнтерÿ скверĕсене, вăрçа хутшăннисен ячĕпе çĕкленĕ палăксене курса çаврăнма май пулĕ.

Республикăра "Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи хуралçă" патриот акцийĕ старт илчĕ. Вăл майăн 8-мĕшĕччен вĕренÿ учрежденийĕсенче иртĕ.

Вĕренекенсем "Çĕнтерÿ пирĕ" хатĕрлеççĕ. Ку проект республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе пурнăçланать. Ун çине вăрçăран таврăнман паттăрсен ячĕсене тĕрлесе çыраççĕ. Ку ĕçе хуласемпе ялсенчи шкулсем хастар хутшăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне унăн уйрăм пайĕсене пуçтарнă. Çĕнтерÿ пирне ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче, вăрçă темипе çыхăннă мероприятисенче курма май пулĕ. Кайран вăл Чăваш наци музейĕнче упранĕ.

Кĕçех Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ сиренĕ" акци пуçланĕ. Майăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Студентсен скверĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе пĕрле сирень тĕммисем лартма палăртнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă селекционерсен уйрăм сорчĕсене ятарласа илсе килĕç. Çак сортсене паттăрсен ячĕсене панă.

Çĕнтерÿ кунĕнче "Астăвăм стени" акцие хутшăнма май пур. 13 сехетре кашниех хăйĕн тăванĕн сăнÿкерчĕкне Шупашкарти пĕр урамра вырнаçтарма пултарĕ.

Хорсен фестивальне ирттерме палăртни те - асра юлакан пулăм. Унта пултарулăх ушкăнĕсем вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи юрăсене шăрантарĕç.

Хальхи ăру пурнăçĕ - çителĕклĕ. Çакăншăн эпир вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тав тăватпăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.