Çывăх çынсен телейĕ - чи пĕлтерĕшли

8 Фев, 2014

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат пуçарăвĕпе республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Ашшĕсен канашĕ пĕрле ирттерекен «Нумай ачаллă ашшĕ» конкурса хутшăнма тивĕç арçын шыраса Хĕрлĕ Чутай районне шăнкăравларăмăр. «Атнарта пурăнакан Геннадий Сидоровăн - 4 ача, мăшăрĕ тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ чухне чи кĕçĕнни 3-реччĕ, 2 хĕрĕ шкулта вĕренетчĕç, чи асли - çар хĕсметĕнчеччĕ», - пĕлтерчĕç районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов та нумай ачаллă ашшĕне ырă сăмахпа кăна асăнчĕ: «Килти хуçалăха çирĕп тытать, эрехпе айкашмасть, общество ĕçĕнчен пăрăнмасть, ачисем тĕрĕс-тĕкел ÿсеççĕ», - терĕ.

Фермăра

Геннадий Владимировича килĕнче тытаймарăмăр, кÿршисем вăл фермăна кайнине систерчĕç: арçын аппăшне пулăшма çÿрет-мĕн. Чăнах та, лара-тăма пĕлменскер унта çитнĕ те иккен. Ĕçлĕ çынна чăрмантарас мар тесе киле таврăнмарăмăр, ферма заведующийĕн пÿлĕмĕнче калаçу пуçтартăмăр.

Çак фермăпа пурнăçĕнчи чылай самант çыхăннă арçыннăн: арăмĕ Галина дояркăра чылай çул ĕçленĕ. «Çын çитместчĕ те кăкăр ачине аннепе хăварса ĕçе тухатчĕ. Ун чухне пĕр çын пуçне сумалли ĕне 29-а та çитетчĕ. Арăма пулăшас тесех механизатортан тухса фермăна слесаре кĕтĕм. Галина хастар дояркăсенчен пĕриччĕ...» - аса илчĕ Геннадий Сидоров.

Галинăпа Геннадий пĕр-пĕрне шыраса тупиччен иккĕшĕ те Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ: Канаш районĕнчи Çăлпуç пики - поварта, йĕкĕт - электромонтерта. Çемçе те ăшă кăмăллă хĕре вăл пĕрре курсах килĕштернĕ. Анчах хулара тĕпленеймен çамрăк мăшăр. Хуçалăх тытса пымашкăн амăшне пĕччен йывăр тесе Атнара куçса килнĕ. Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх теççĕ те, качча кайнă хыççăн пачах урăх пурнăç кĕтнĕ хĕрарăма. Çапла вара Шупашкар урамĕсем тăрăх çÿллĕ кĕлеллĕ пушмака шаклаттарса ĕçе çÿрес вырăнне атă тăхăнса ферма çул тытнă Галина. Умлăн-хыçлăн виçĕ ача çут тĕнчене килнĕ вĕсен. Мăшăр çĕнĕ çурт çĕклеме тытăннă. Йăлтах хăй еккипе пынă темелле. Пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе пурăннă упăшкипе арăмĕ. «Хĕрарăм çине алă çĕклесе курман, сивĕ сăмахпа кÿрентермен, килте те, ĕçре те пулăшма тăрăшаттăм. Çапах упраса çитереймерĕм пулас...» - ассăн сывларĕ Геннадий. 2009 çулхи пуш уйăхĕнчи синкерлĕ çав кун Сидоровсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

- Кăнтăрла юлташпа пирĕн патра апатлантăмăр та фермăна тухса кайрăмăр. Галя çăкăр пĕçерсе юлчĕ. Килте анне, виççĕри Даниил пурччĕ. Каçхи сăвăм та пуçланчĕ ĕнтĕ - манăн арăм çаплах фермăра çук та çук. Пăшăрханма тытăнтăм, килелле чупрăм. Галя аптраса ÿкнĕ. Юн пусăмĕ пĕчĕккипе нушаланатчĕ çав. Фельдшера, «Васкавлă пулăшăва» чĕнтĕмĕр. Юн пусăмĕ пĕрех улшăнмарĕ. Район больницине илсе çитереймерĕмĕр, çул çинчех чунĕ тухрĕ», - йывăр аса илĕве путрĕ арçын.

Тăваттăмĕшĕ - ытлашши мар

Çемье çĕнĕ пÿрт çĕклеме тытăннă чухне Галинăн çие юлнă. Анчах кун пирки тÿрех пĕлмен-ха хĕрарăм. 40-е çывхараканскерĕн тепĕр ача çуратасси пуçра та пулман. «Асли 18 тултарать авă, кĕçех асанне пулма вăхăт çитет», - тенĕ-ши? Районти тухтăрсем хĕрарăма Шупашкарти перинаталь центрне янă. «Арăм пуç çаврăннипе аптăратчĕ те, инçе çула пĕччен яма шиклентĕм, унпа пĕрле хам та пытăм. Вăл аборта каяс шухăшлăччĕ. УЗИ пăхаканни мана, коридорта лараканскере, чĕнсе кĕртрĕ те монитор çинчи ÿкерчĕке кăтартрĕ. Хамăн пепкене курсан чунран савăнтăм, усал шухăшсене пуçран кăларса пăрахрăм. «Виççĕшне çитĕнтернине тăваттăмĕшне те ÿстерĕпĕрех», - тесе килелле тапрантăмăр. Юрать-ха, çавăн чухне ачана вĕлерсе çылăха кĕмерĕмĕр. Куншăн паян кун та хĕпĕртетĕп», - савăнăçне пайлать нумай ача ашшĕ. Çапла çут тĕнчене килнĕ Даниил. Вăл çуралнăшăн аппăшĕсем епле хĕпĕртенĕ тата! Пĕчĕкскерне пукане вырăнне йăтса çÿренĕ. Салтакран таврăннă пиччĕшĕ те шăллĕне алăран яман.

Ачасем

Пĕрремĕш ывăлĕ Владимир çартан таврăнсанах шапашкăна тухса кайнă. Çемьене укçа-тенкĕрен чылай пулăшнă, ашшĕне çăмăл машина та туянса панă çаврăнăçуллăскер. Мускав облаçĕнче вырăс хĕрĕпе Олесьăпа паллашса çемье çавăрнă йĕкĕт. Мăшăр халĕ унтах пурăнать, ашшĕне мăнукпа савăнтарма та ĕлкĕрнĕ çамрăксем.

Иккĕмĕш хĕрĕ Марина ача чухнех куç начар курнипе аптăранă. Вăл Шупашкарти ятарлă интернат шкулта 12 çул пурăннă, вĕреннĕ. Ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ, пĕлтĕр ветеринар дипломне алла илнĕ.

Амăшĕ вилнĕ хыççăн йывăрлăх ытларах виççĕмĕш хĕрĕ Оля çине тиеннĕ. Шкултан килсен виççĕри шăллĕне пăхнă, кил-çурта тирпейленĕ, урок тунă... Оля та халĕ Шупашкарта пурăнать, парикмахерта ĕçлет.

Хĕрĕсем яла вĕçĕмех çÿреймеççĕ, çапах: «Атте, мĕнле пурăнатăн?» - тесе шăнкăравламасăр пĕр кун та иртмест.

- 80-ран иртнĕ анне те япăхсах пычĕ, ăс-тăнĕ улшăнатчĕ унăн. Асăрхамасан çур çĕр варринче килтен тухса каятчĕ. Вăл та икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Хуйхă-суйха пула çĕнĕ пÿрте часах куçаймарăмăр. Аслă ывăл укçа ĕçлесе илме тытăнни пысăк тупăш кÿчĕ. Арăм енчи тăвансем те хутшăнăва татмаççĕ, çурта туса пĕтерме те чылай пулăшрĕç. Хĕрĕмсем те хулара вĕсен хваттерĕнче пурăнчĕç, - çемье пурнăçĕпе малалла паллаштарчĕ ашшĕ.

Чун валли - тус

Кĕçĕнни, 8-ти Даниил, пирки калама тытăнсан арçыннăн кăмăлĕ уçăлчĕ, куçĕ савăнăçпа çиçрĕ. Ашшĕн пĕтĕм пурнăçĕ ун тавра çаврăнать тейĕн: ирпе шкула ăсатать, кĕтсе илет вăл ăна. Çывăрма та пĕрлех выртаççĕ ашшĕпе ывăлĕ. «Мĕн пĕçерсе çийĕпĕр-ха?» - шăкăл-шăкăл калаçса кун иртнине те сисмеççĕ. Çапах иккĕмĕш класа каякан Даниил пĕр тăванĕсемшĕн тунсăхлать. «Хăçан килетĕр?» - кĕсье телефонĕ шăнкăртатсанах чи малтан çак ыйтăва парать вăл.

Геннадий Владимирович пытармарĕ: чуна валли юлташ тупнă вăл. Хутран-ситрен хĕрарăм Атнара хăнана килет. Çакăншăн чи малтан Даниил хĕпĕртет-мĕн: иккĕшĕ пĕр чĕлхе тупнă вĕсем. Аслă хĕрĕпе Маринăпа та кун пирки сăмах вакласа илтĕмĕр. «Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли - çывăх çынсен телейĕ. Кукамай та аттене тепре авланма сĕннĕччĕ. Хĕрарăмсăр кил-тĕрĕшре çăмăл мар арçынна. Хăй кăмăлланипе пурăнма тытăнсан эпир хирĕç пулмăпăр», - çывăх çыннишĕн пăшăрханнине пытармарĕ пике.

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.