Йăмăкĕсене юратакан Глеб

16 Апр, 2015

Çутçанталăкăн кашни вăхăтне кăмăллакан Глеб Тарасов халĕ çуллахи кунсене чăтăмсăррăн кĕтет.

- Паян кантăкран кĕрекен хĕвел пайăрки те урама йыхравласа кăчăк туртнă пекех туйăнать. Çерçисем те авă кÿлленчĕкре çăвăнма тытăнчĕç. Юр васкаса ирĕлет, çуллана çывхартать, - тет Вăрнар районĕнчи Вăрнарти 2-мĕш шкулăн 2 «в» класĕн хастар вĕренекенĕ.

Глеб çав тери ырă ача. Çак çĕр çинчи пур чĕрĕ япалана та юратать вăл, йытăсене, кушаксене, кайăк-кĕшĕке, нăрă-лĕпĕше...

- Вĕсен те çак çĕр çинче пурăнас килет-çке... Эпĕ вулама юрататăп, уйрăмах юмах-халап кăмăла каять. Çавăнта чĕрĕ чунсем пĕр-пĕринпе калаçни, килĕштерсе выляни, аслисемпе кĕçĕннисене кăмăлтан пулăшни мĕн тери хăпартлантарать, - ăнлантарать Глеб хавасланса.

Чăваш чĕлхи урокне чăтăмсăррăн кĕтет арçын ача. Вĕрентекен парса янă ĕçсене хаваспах пурнăçлать.

- Глеб - тăрăшуллă ача. Паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть. Чăваш чĕлхине юратса вĕренет. Кĕнекешĕн каçса каять, çавăнпа час-час библиотекăна çÿрет. Алла илнĕ хайлава кăсăкланса вулать те пĕрле вĕренекенсене хăпартланса каласа парать. «Тетте» журнала та кăмăллать. Унти сăвă-калавпа, юмах-халаппа савăнсах паллашать. Тус-юлташĕсене те юратнă кăларăмĕпе туслашма сĕнет. Кĕçĕннисемпе пĕчĕк заметка, сăвă шăрçалама та хăнăхатпăр пĕчĕккĕн. Ку енĕпе Глеб тăрăшуллă. Çырать те мана тĕрĕслеме парать. Çитес вăхăтсенче унăн ĕçĕсем «Теттере», каярах «Тантăшра» кун çути курасса шансах тăратăп, - ăнлантарать чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Вероника Трифоновна Дмитриева.

Пушă вăхăтра йăмăкĕсемпе Аделинăпа тата Есенийăпа выляма юратать арçын ача.

- Есения пĕчĕкрех-ха, час ывăнать. Аделина вара йăрă. Эпир унпа ÿкерчĕксем туса сăрлатпăр, çыратпăр. Кĕнекери ача-пăча сăнарĕсемпе те хамах паллаштаратăп. Вăл юнашар вырнаçса ларать, эпĕ сасăпах вулатăп. Нумайччен итлесе ларма хатĕр вăл. «Тата кăштах паллаштар-ха, тархасшăн», - тесе тилмĕрсе ыйтсан каллех алла кĕнеке тытма тивет вара. Йăмăкăмсемшĕн тем тума та хатĕр эпĕ. Çавăнпа та вĕсем мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлама ăнтăлатăп, - çирĕп-летет Тарасовсен аслă ачи Глеб.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.