Виçĕ “ылтăна” тивĕçнĕ

16 Апр, 2015

Нумаях пулмасть Лос-Анджелесра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем азербайджансене выляса янă. Çĕнтерÿçĕсем Иран спортсменĕсем пулса тăнă.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра вĕренекен, Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Даурен Куруглиев та пулнă. Вăл ăмăртура Чăваш Ен тата Дагестан чысне хÿтĕленĕ. Ольга Смирнова тренер патĕнче ăсталăхне туптакан каччă 86 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче вăй виçсе пĕрре те выляса яман. Пĕрремĕш кунхине вăл Монголи спортсменне 10:0 шутпа çĕнтернĕ. Унтан АПШ спортсменне парăнтарнă. Ăмăрту вĕçленнĕ Кун Даурен Раççей командин пухмачне тепĕр ылтăн медальпе пуянлатнă.

Рубрика: