“Çамрăксен хаçачĕн” пики

16 Апр, 2015
Йĕпреç районĕн илемлĕ çĕрĕнчи Хум юханшыв Кĕтне еннелле васкать. Хум шывĕ хĕрринче эпĕ - Анастасия Максимова - çуралнă Ишек ялĕ вырнаçнă. Ял мар - çăтмах вăл! Çакăнтах эпĕ чăваш классикĕсен кĕнекисене юратса вуланă. Уйрăмах тăван ял сăвăçин Гаврил Луçăн сăввисемпе хавхаланнă, хам та пысăках мар фантастикăлла «Шанăç!» хайлавпа республикăри «Эксельсиор» конференци-фестивале хутшăнтăм. Шурă Шупашкартан Ишеке çитсен аннене килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшатăп. Унсăр пуçне хам вĕренекен механикăпа технологи техникумĕнче «Саркайăк» фольклор ансамбльне çÿретĕп. Эпĕ - Екатерина Иванова, 18 çулта. Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Сăн ÿкерессипе интересленетĕп. Çынсене сăнлатăп, çутçанталăка. Хĕрсемпе час-часах фотосессисем ирттеретпĕр. Тĕнче курса çÿреме, тĕрлĕ тăрăхри илеме хамăн фотоаппаратпа усă курса асра хăварма ĕмĕтленетĕп.

Анатолий АБРАМОВ сăнÿкерчĕкĕсем.

Сăнÿкерчĕкĕрсене, хăвăр çинчен кĕске çырнине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса пама пултаратăр. Килĕшнĕ хĕрсемшĕн вара «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнĕнче «килĕшет» паллă лартса сасăламалла.