Вадим Бабокин: «Çĕнĕлле ĕçлеме майсем пур»

13 Июл, 2021

Паян Шупашкарта республикăри кардиологи диспансерĕнче çĕнĕ йышши операци тунă. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă арçыннăн аорта клапăнне ӳте касмасăр улăштарнă. Пациента биологи протезне лартса панă.

Шурă халатлисем пĕлтернĕ тăрăх, операци ăнăçлă иртнĕ. Пациент хăйне аванах туять. Операци тума тухтăрсене Санкт—Петербургри 2-мĕш больницăран килнĕ рентгенхирурги меслечĕпе диагностика тата сиплев ирттерекен пайĕн заведующийĕ Евгений Шлойдо пулăшнă.

Республикăри кардиодиспансерăн тĕп тухтăрĕ Вадим Бабакин пĕлтернĕ тăрăх, ангиографи рентген тытăмĕн пулăшĕвĕпе ирттернĕ. Вăл пациентăн юн тымарĕсене, чĕрене шал енчен курма, кирлĕ вырăнта сиплевсем ирттерме, биопротезсем вырнаçтарма, çаксене йăлтах тĕрĕслесе тăма май парать. «Малашлăхра пирĕн çакăн пек операцисене ытларах ирттерме кадрсем, оборудовани, хальхи йышши операци ирттермелли вырăнсем тата кăмăл пур. Икĕ ангиографпа ĕçлеме, çынсен пурнăçĕсене çăлса хăварма палăртатпăр», - терĕ Вадим Егорович. Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать