«Т Плюс» студентсене вĕренме хавхалантарать

15 Сен, 2021

Кирек хăш предпиятие те ăнăçу историне çырма пултаруллă кадрсем кирлĕ. «Т Плюс» компани пулас специалистсене аслă шкул аудиторийĕсенче те шырать. Çапла вара çак çыхăну компанишĕн кăна мар, студентсемшĕн те ăнăçу историне çаврăнать.

«Т Плюс» ПАОн Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Атăлçи патшалăх технологи университечĕн /Волгатех, Йошкар—Ола хули/ студенчĕсен, пулас энергетиксен, хушшинче ятран паракан стипендисен тата диплом ĕçĕсен конкурсĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть кăçалхи конкурса пĕтĕмлетнĕ — ЧПУра çак кунсенче çĕнтерӳçĕсене саламласа чысларĕç.

Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн вĕренӳри пысăк кăтартусемшĕн Волгатех студенткисем Анастасия Миронова, Гульназ Исмагилова тата Надежда Петухова «Т Плюс» стипендиачĕсем пулса тăнă. «Ăшă энергетики тата ăшă техники» çул-йĕрпе вĕренекен хĕрсем 2021-2022 вĕренӳ çулĕнче /вунă уйăх/ тĕп стипенди çумне энергокомпанирен хушма стипенди илсе тăрĕç. Унăн виçи 1,5 пин тенкĕпе танлашать.

«2020-2021 çулсенчи электроэнергетикăна халалланă чи лайăх диплом ĕçĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Роман Шоркин йышăннă. Унăн «ПТ-80/100-130/13 турбинăллă ТГМЕ-464 кăмакана автоматизациленин шучĕпе Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦăн техникăпа экономика кăтартăвĕсене пысăклатасси» темăпа çырнă диплом ĕçне жюри пысăка хурса хакланă. Çĕнтерӳçĕ10 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш вырăнта — ЧПУ студенчĕ Денис Михайлов. Вăл та хăйĕн диплом ĕçне Шупашкарти ăшă электростанцийĕпе çыхăнтарнă — «Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦ тухăçлăхне пăспа газ технологине ĕçе кĕртсе ӳстересси» темăна уçса панă. Каччăшăн 8 пин тенкĕлĕх преми — тивĕçлĕ хавхалантару. Виççĕмĕш вырăнта та — çак аслă шкултан вĕренсе тухнă Евгения Краснова. Хĕр конкурса «ТЭЦ ĕçĕн тухăçлăхне ăшă насусĕпе усă курнин шучĕпе пысăклатасси» темăпа çырнă диплом ĕçне тăратнă. Унăн премийĕ 6 пин тенкĕпе танлашать.

Наградăсене конкурс çĕнтерӳçисене «Т Плюс» компанин Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕн тĕп инженерĕ Виктор Халев пачĕ. Палăртни вырăнлă: Роман Шоркинпа Денис Михайлов энергокомпани сотрудникĕсен ретне тăнă ĕнтĕ — вузран вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк специалистсем энергетиксен туслă командинче вăй хураççĕ.

Аса илтерер: диплом ĕçĕсен тата ятран паракан стипендисен конкурсĕсене энергокомпани филиалĕ çуллен йĕркелет. Вĕсен тĕллевĕ — электроэнергетика специальноçĕсене алла илекен пулас специалистсене хатĕрлессин шайне ӳстересси. Конкурссене харăсах Атăлçи патшалăх технологи университетĕнче те, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче те ирттереççĕ. Çĕнтерӳçĕсене студентсен пĕрлехи списокĕнчен суйласа илеççĕ.

www.hypar.ru

Сăн ÿкерчĕкре: ЧПУн конкурсра çĕнтернĕ студенчĕсем вĕренӳпе производство çыхăнăвĕ пысăк пĕлтерĕшлине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать