Картишрех - зоопарк

Чăваш Енре кăнтăр çимĕçĕсене çитĕнтерекенсем те, ют çĕр-шыв чĕр чунĕсене тытакансем те пур. Пăкăянта пурăнакан Иван Игнатьев - выльăх пăхма юратакансенчен пĕри. Йĕпреç тăрăхĕнче пулнă май çемье зоопаркĕпе паллашма тĕв турăмăр. Килте ĕне, лаша, хур-кăвакал тытнисĕр пуçне ăна пони, ăратлă качака усрама мĕн хистенĕ-ха?

- Нумаях пулмасть «Хыпар» хаçатра Путинсен çемйи çинчен çырнă статьяпа паллашрăм. Унта Раççей Президенчĕн тăватă йытă, качака тата пони пурри пирки пĕлтернĕ. Çĕр-шыв ертÿçинчен манăн та юлас килмерĕ, - шÿтлесе сăмах пуçарчĕ кил хуçи.

Чăннипе вара поние Иван Игнатьевич кăçалхи пуш уйăхĕнчех туяннă. Лашаран пĕчĕк чĕр чуншăн вăл 65 пин тенкĕ кăларса хунă. Игнатьев ăна Канаш районĕнчен илсе килнĕ.

Çемье малтан та картиш тулли выльăх тытнă. Картара 5 ĕне таран тăнă, вĕсене пурне те пăрулаттарнă. Кил хуçи каласа кăтартнă тăрăх - вĕсем 15 çул ытла лаша усранă. Çак выльăхăн уйрăмлăхĕсене алăри пилĕк пÿрне пек пĕлсе çитнĕ. Халĕ вара пони пăхма шухăшланă.

- Поние малтанхи хуçи чĕннĕ пек «Пичче» тесе йыхăратпăр. Сутуçă каланă тăрăх - вăл сахал çиет, çапах юлан утран вăйлăрах. Хам сăнанинчен пони пĕрре те ахаль тăмасть, пĕрмай курăк чăмлать. Çак чĕр чунсем унччен шахтăра ĕçлени пирки илтнĕччĕ. Вĕсене чи малтан Шотландире тытнине те пĕлетĕп, - сăмах çăмхине сÿтрĕ арçын.

Пони 3 çулта. Кил хуçи пĕлнĕ тăрăх - çак чĕр чун 25 çулччен пурăнать. Ăна хальлĕхе ĕçе явăçтарман-ха. Çапах кăшт çитĕнсенех Иван Игнатьевич унпа мĕн пур ĕçе тăвасшăн. Ун валли ятарлă хатĕрсем тума, пĕчĕк урапасем янтăлама тытăннă ĕнтĕ.

Ахăртнех çак чĕр чун аслисемшĕн çеç мар, шкул ÿсĕмĕнчисемшĕн тĕлĕнтермĕш.

- Чăннипех çапла. Чылайăшĕ килсе курать, тĕлĕнет. Мăнуксем поние питĕ юратаççĕ. Эпир ăна çуркунне илсе килнĕ-çке. Юр ирĕлсе пĕтменччĕ. Хайхискер юр купи çине хăпаратчĕ те йăваланса анатчĕ. Пĕчĕкскерсем хырăм тытса кулатчĕç. Унпа çав тери выляма кăмăллаççĕ. Ăна курсан ачасем тĕлĕннипе канăçне çухатаççĕ.

Лидия Семеновна та мăшăрне выльăх пăхма пулăшать. Ун валли Иван Игнатьев страус та туянасшăн пулнă. Пысăк çак кайăк çынна тапнă хыççăн лешĕ реанимацие лекнине пĕлсен мăшăр шухăшне улăштарнă. Ун вырăнне ăратлă качака туяннă. Хайхискершĕн 21 пин тенкĕ кăларса хунă. «Даша» пăранлама та ĕлкĕрнĕ. «Маша» пĕр уйăхра çеç-ха. Игнатьев каланă тăрăх - вĕсем усракан качакан сĕчĕ питĕ усăллă, ачасемшĕн - уйрăмах. Унăн сĕтĕнчи çăвĕ 4,7 процентпа танлашать.

Игнатьевсен кроликсем те пур. Вĕсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ кăрккасем усраççĕ. Кил хуçи ку çул вĕсемшĕн ăнăçлах пулманнине пĕлтерчĕ. Килте тăватă кайăк çеç тăрса юлнă.

Иван Игнатьевич кĕрĕк арки йăвалама юратмасть. Кил-тĕ¬рĕш¬ри хăтлăха та вăл кĕртет. Тĕс¬лĕхрен, карта тунă. Чылайăшĕ пек лавккаран хатĕррине туянман, тимĕр пăралука авмалли мес¬лет шухăшласа кăларнă та картишĕпех тытнă. Игнатьевсен хурт-хăмăр та пур.

Пÿрт хыçĕнчи пĕвене те тухса куртăмăр. Ăна виçĕ çул каялла тунă. Çул тунă чухне тăм кирлĕ пулнă. Иван Игнатьевич çынна пулăшма яланах хатĕр. Вăл ÿркенмен - пахчана тухнă та çĕр чавса пăхнă. Хура тăпра хыççăн метр ытла тăм выртнине çул тăвакансене пĕлтернĕ. Çĕр чавнă çĕрте пĕве тума шухăшланă. Унта халĕ пулăсем те ишеççĕ. Шел те, чылайăшĕ ятарлă апат панă хыççăн вилнĕ. Сăлтавĕ - шыв шăршланса кайни. Ахальтен мар специалистсем аквариумри шыва та улăштарса тăма сĕнеççĕ. Пĕве хĕрринче йывăçсем ешереççĕ. Темиçе çултан вĕсем илемлĕн кашласа ларасси пирки иккĕленмест кил хуçи.

Иван Игнатьевич хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Электрик та, строитель те, вăрман хуралĕн ĕçченĕ те пулнă, ферма ертÿçинче темиçе çул тăрăшнă. Халĕ вăл выльăх пăхса чунпа канать, вĕсемпе çынсемпе пупленĕ евĕр калаçать, чирлесен хуйхăрать. Картиш тулли выльăх усрама вăй мĕнле çитерет-ши?

- Мĕн пур ĕçе туса çитерес тесен сахалрах çывăрмалла. Нумай ĕне усранă чухне тул çутăлсанах тăраттăмăр. Халĕ канлĕрех пурăнатпăр, çапах выльăхсăр кун кунлама пултараймастăп.