Хисеплĕ вулакансем!

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен "Хыпар" хаçата электрон мелпе çырăнса илме пулать.

"Хыпар" хаçатăн электрон версине вулас тесен ăна çак мелсемпе çырăнмалла:

1/ редакцие килсе /адрес: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, 316-мĕш пÿлĕм/;

2/ банк урлă /пирĕн реквизитсем: АУ "Издательский дом "Хыпар" Мининформполитики Чувашии, р/с 40603810200000013969 в АКБ "Чувашкредитпромбанк" ОАО г. Чебоксары, БИК 049706725, к/с 30101810200000000725, ИНН 2130075064, КПП 213001001/;

3/ Интернетри "Яндекс.деньги" тÿлев тытăмĕнче /счет номерĕ: 410012154010810 https: / / money.yandex.ru.

90 тенкĕ тÿлесен утă-раштав /июль-декабрь/ уйăхĕсенче эрнере 4 хутчен сирĕн электрон почтăна "Хыпарăн" электрон варианчĕ пырса тăрĕ.

Сĕнÿ: çырăнакансен редакцие хăйсен электрон почтин адресне пĕлтерме манмалла мар!

"Хыпара" электрон мелпе çырăннине çирĕплетекен хута факспа та /8352/ 28-83-70/ ярса пама юрать.

"Хыпарăн электрон сайчĕнче "Хыпар" хаçата электрон мелпе çырăнмалли заявка вырнаçтарнă. ЗАЯВКА. Çырса тултарнă зявкăна ярса парсан та юрать.

Аса илтеретпĕр: "Хыпар" Издательство çурчĕн мĕн пур кăларăмне 2014 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн Раççей почтин уйрăмĕсенче пĕлтĕрхи хакпа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен çырăнтараççĕ. "Хыпар" хаçатăн çур çуллăх хакĕ - 460 тенкĕ те 85 пус; "Хыпар" шăмат кун" - 218 тенкĕ те 22 пус.

Вăхăтра çырăнăр -"Хыпарлă" пулăр!