Комментировать

18 Мар, 2015

«Хыпар» çивĕчлĕхĕ ан чактăр

Чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ тăван республика хыпарĕсене туллин çутатать, çавăнпа кашни номернех малтан пуçласа вĕçне çитиех юратса вулатăп. "Хыпара" 50 çул ытла çырăнатăп.

Пурнăçăм ялта çурт-йĕр туса, юсаса-çĕнетсе, çĕр ĕçĕнче тата выльăх усраса иртет. Уншăн савăнатăп çеç: уçă сывлăш, таса шыв, чуна илемĕпе тыткăнлакан тавралăх... Хăшĕ-пĕри пек хулара пурăнманшăн пăшăрханмастăп.

Чылай çул производство ертÿçи пулнăран мана ялхуçалăхĕнчи пур отрасль те çывăх. Хаçатра чи малтан вĕсем епле аталаннипе паллаштаракан статьясемпе кăсăкланатăп. "Хыпара" мăшăрăм та вулать, çĕнĕ номер килессе чăтăмсăррăн кĕтет.

Чăваш Ен - аграрлă республика. Тырпул туса илесси, выльăх ĕрчетесси ял çыннин авалтанпах тĕп ĕç шутланнă. АПК отрасльне малашне те çивĕчрех çутатмалла.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялхуçалăхне тĕпренех аркатрĕç. Хальхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратасси. Ял урамĕсенче хытарнă çул, çуртсен умĕнче тротуар пулмаллах. Унсăрăн йĕпе-сапара резина атăсăр иртеймĕн.

Çырмасенче мĕн кăна çук! Кил-çуртри юрăхсăр япаласене кăларса ывăтнăран вĕсем полигон вырăнĕ пулса тăнă. Çулла ырă мар шăршă кĕрет, таврана чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пур. "Хыпар" çакăн çинчен сахалах мар çырать. Ку темăпа малашне те тĕллевлĕн ĕçлессе шанатăп. Çутçанталăка сăтăр тăвакансене çивĕччĕн питлемелле - йĕркене кĕччĕр, ÿлĕмрен апла ан хăтланччăр.

Пĕвесене, пĕчĕк юханшывсене юшкăнран тасатса тарăнлатмалла. Ялхуçалăх культурисене шăварма шыв çителĕклĕ пухăнтăр, пулă ĕрчетме май килтĕр.

Çамрăксене яла хăварасси, инçетре вăй хуракансене унта таврăнма пулăшас тĕллевпе лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем тумалла. Унсăрăн ял çамрăкланаймĕ, ĕç вăйĕпе çирĕпленеймĕ.

Хаçатра вырăнтан çыракан авторсене çул памалла, ытларах пичетлемелле, хавхалантармалла. Хальлĕхе вĕсен ячĕ сахалрах тĕл пулать. Лайăх палланăран, хăйсем çинчен çырнăран статйисене ял çыннисем хапăл йышăнаççĕ, кун çути курасса кĕтеççĕ.

 

Вениамин АРХИПОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.