Комментировать

6 Мар, 2015

Сăнĕ улшăнчĕ, "чунĕ" пуянланчĕ

"Хыпар" хаçат çĕнĕлле тухма тытăнни пире, вулакансене, чăннипех савăнтарать. Купăста яшкипе тăрантарма тытăнсан вăл йăлăхтарса çитерни пирки ахальтен мар-тăр халап çÿрет. Чăваш халăх хаçачĕ халиччен сĕннĕ уйрăм материалсем пирки шăпах çапла калама пулатчĕ. Номерсенче шăналăк пысăкăш статьясем тăтăшах пичетленни кăмăла каймастчĕ. Хаçата вулакансем, халăх валли кăларнине шута илсен общество корреспонденчĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса "Хыпарăн" кăçалхи 26-27-мĕш номерĕсенче "Вулакан страници" кун çути курчĕ. Ман шухăшпа, çакă кирлех. Эрнере пĕр хутчен ятарлă кăларăм тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн та, халиччен "Вулакан ыйтать, сĕнет, асăрхаттарать" пичетленкелетчĕ, анчах - сайра хутра кăна. Çĕнетсе тĕпренех улăштарнă страница вулакансене çывăхрах пуласса шанатăп. Вăл хаçата ку таранччен илсе тăманнисене те малашне илĕртессе, хăйсен шухăшне çырса пĕлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, çивĕч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятăп.

Хаçата А3 форматпа калăплани çын çĕнĕ те паха çипуç тăхăннă евĕрех вĕт. Илеме пурте асăрхатпăр. "Хыпар" илĕртÿллĕрех тухни пире килĕшет: тытса вулама та, упрама та меллĕ, содержанийĕ те пуян.

Юратнă хаçатăмăра вăрăм кунçул сунатпăр. Вулакансем йышланса, тираж ÿссе пыччăр.

Ревокат МОИСЕЕВ.

Комсомольски районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.