Фестивальтен кăçатăпа таврăннă
Куславкка тăрăхĕнчи Хурамалти «Эткер» фольклор ушкăнĕ регионсен хушшинчи «Завалинка в валенках» фестивале хутшăннă. Вăл Коми республикинчи Выльгорт салипе Сыктывкар хулинче иртнĕ. Унта Коми республикинчи, Архангельск облаçĕнчи, Санкт-Петербургри, Мари тата Чăваш республикисенчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Ефимова ертсе пыракан «Эткере» Выльгорт салинче хапăлласа кĕтсе илнĕ. Хурамалсем куракансене Сурхури юррипе, чăваш ташшипе тыткăнланă. Тепĕр кунне çав салари лапамрах уяв малалла тăсăлнă. Пултарулăх ушкăнĕсене лаша кÿлсе чĕнтĕрлĕ çунапа ярăнтарнă. Унтан артистсем вăйă картине тăнă, тĕрлĕ конкурс ирттернĕ. Кашни юрăра, такмакра, йăла-йĕркере кăçатă теми тĕп вырăнта пулнă. Уяв Сыктывкар хулинчи филармонире вĕçленнĕ. Унта фестивале хутшăннă артистсене пурне те димломпа, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Тата пурне те... кăçатă тăхăнтартнă. Хăйĕн ташшипе куракансене тĕлĕнтернĕ Г.Ефимов уйрăм парнене тивĕçнĕ.
В.ЕФИМОВА