Комментировать

6 Дек, 2014

Сĕт пуçтарасси епле пырать?

Сĕтĕн сутлăх хакĕпе çыхăннă калаçăва малалла тăсатпăр. «Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей СКВОРЦОВ хуравлать

- Сĕте тирпейлекен предприятисемпе ăна пуçтаракан организацисен ертÿçисем килти хуçалăхсенчен туянакан продукци пахалăхĕпе кăмăлсăр. Ăна лайăхлатĕç-ши?

- Лайăхлатаççех, - терĕ Сергей Иванович. - Пысăк тата вăтам хуçалăхсем 2013 çулта - 14, кăçал 27 проценчĕ чи паха сĕт сутнă, заводсен премине тивĕçнĕ.

Сутлăх хак хушăнать

Райадминистрацисем пĕлтернĕ тăрăх - ноябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне продукци пуçтаракансем килти хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни литрне çак хакпа туяннă, Улатăр, Çĕрпÿ - 16-17, Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш - 19, Патăрьел - 16-18,5, Йĕпреç - 18-18,5, Канаш, Пăрачкав, Елчĕк - 17-18, Куславкка - 15-17, Комсомольски - 16,5-18, Красноармейски, Етĕрне - 18, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Тăвай - 17, Шупашкар районĕ, Çĕмĕрле - 17-19, Шăмăршă - 15,5-18,5 тенкĕ.

«Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх - ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне республикăри тирпейлекен предприятисем сĕт сутакансенчен ял хуçалăх организацийĕсемпе кооперативĕсенчен, уйрăм предпринимательсенчен, ытти харпăрлăхçăран кашни килограмм сĕте вăтамран 19,76 тенкĕлле йышăннă.

Çынсенчен пуçтарнă тата тирпейлекен предприятисем йышăннă сĕтĕн вăтам хакĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çав уйрăмлăх - килти хуçалăхсенчен продукци пуçтарнисен тÿпи.

Сĕтрен юр-вар туса кăларакан предприятисем сĕтĕн кашни литрне пĕлтĕрхи сентябрьте - 16,39, кăçалхи çав уйăхра - 16,11 -28 пус, иртнĕ çулхи октябрьте - 18,36, ку çулхи асăннă хушăра - 17,54 -82 пус, 2013 çулхи ноябрьте - 20,05, иртнĕ уйăхра - 19,35 -7 пус тенкĕлле йышăннă.

- Килти хуçалăхпа фермăна танлаштарма йывăр. Пĕрремĕшĕнче - алă вĕççĕн, иккĕмĕшĕнче машинăпа ĕне сăваççĕ.

- Тахçан вăл колхоз-совхозăн та пулман - туяннă. Халĕ çĕршыври çĕр-çĕр килти хуçалăхра ĕне сумалли, сĕте пăрăхпа пухмалли оборудованипе, сивĕтмĕшпе усă курса пахине кăна сутаççĕ. Вĕсене хамăр республикăрах туянма пулать. - Ял хуçалăх организацийĕсен сĕчĕ мĕншĕн лайăхрах.

- Ял хуçалăх организацийĕсен сĕчĕ мĕншĕн лайăхрах?

- Ĕнесене паха апат çеç çи­­те­реççĕ. Кăçал фермăсенче начарри çук. Утăн 70 проценчĕ - пĕрремĕш класлă. Силоспа сенаж та техĕмлĕ. Утă, сенаж, силос хатĕрленĕ чух ветслужба пахалăхне тĕрĕслесех тăчĕ.

Килти хуçалăхра ĕнене тăрантармалли, сумалли, сĕте сивĕтмелли, ăна пуçтаракансене парса ямалли йĕркене пур чухне те пăхăнмаççĕ.

- Ветеринарсем килти хуçалăхсен сĕтне тĕрĕслеççĕ-и?

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пире çак ĕçе те тума хушрĕ. Техрегламентпа килĕшÿллĕн сĕт туса илсе сутакансем - ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсем, килти хуçалăхсем - тирпейлекен предприятисен умĕнче пахалăхшăн яваплă. Техника хатĕрĕпе усă курманран килти хуçалăхсем ăна мая килтереймеççĕ. Вĕсемпе продукци пуçтаракансен хутшăнăвĕ ансат мар. Ял-йыша хаклăрах сутса пултăр. Сĕт пухакан тата тирпейлекен предприяти пĕрмай пахалăхпа хак пирки тупăшаççĕ. Пĕрремĕшĕ - завода паха сĕт турттарса пынине, иккĕмĕшĕ вăл начаррине ĕнентерме тăрăшать.

Сĕт пуçтаракансем килти хуçалăхсенчен йышăннă чух ятарлă аппаратпа тĕрĕслеççĕ. Вăл тĕрлĕрен, пурнăç ыйтнине тивĕçтерет. Чăн та, кашни витреринех тĕрĕслеймеççĕ. Пухакансен пахалăха ÿстерессишĕн ял-йышран çирĕпрех ыйтмалла. Енсем яваплăха ÿстерни сисĕнет.

- Ял хуçалăх организацийĕсен, килти хуçалăхсен выльăхне хăш чире тупса палăртассишĕн кашни çул тĕрĕслетĕр?

- Туберкулеза, лейкоза, бруцеллеза. Çак тĕпчеве ирттерсен çеç ĕнене пĕр ял тăрăхĕнчен тепĕрне, район е республика тулашне илсе кайма справка паратпăр. Ял хуçалăх организацийĕсен ĕнисене уйăхсерен маститран тĕрĕслесе тăратпăр. Килти хуçалăхсенче, ХФХсенче ку ĕçе йĕркелесен аванччĕ. Чирлĕ выльăха ялтан кăларма ирĕк памастпăр.

- Килти хуçалăхсенчен чир малтан - сĕт-çу заводне, унтан сĕтпе пĕрле лавккасене çитмĕ-ши?

- Таса сĕтшĕн ĕне усракан кашни çыннăн яваплăх туймалла. Ветслужбăсем профилактикăпа сиплев тĕллевĕсене пурнăçламашкăн выльăхран анализ илме, Çĕпĕр шыççинчен, уртаракан чиртен, ытти амакран вакцинаци-укол тума пĕлтерсен пирĕн станцисем çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла. Специалистсем яла пынă кун хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтав тупса килте пулмасть, каланă вырăна выльăха çавăтса пымасть, прививка е укол тутармасть. Ун пек çĕрте вăл йăмшакланма тата чир ертме пултарать.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Сутлăх хак хушăнать

Райадминистрацисем пĕлтернĕ тăрăх - ноябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне продукци пуçтаракансем килти хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни литрне çак хакпа туяннă, Улатăр, Çĕрпÿ - 16-17, Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш - 19, Патăрьел - 16-18,5, Йĕпреç - 18-18,5, Канаш, Пăрачкав, Елчĕк - 17-18, Куславкка - 15-17, Комсомольски - 16,5-18, Красноармейски, Етĕрне - 18, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Тăвай - 17, Шупашкар районĕ, Çĕмĕрле - 17-19, Шăмăршă - 15,5-18,5 тенкĕ.

«Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх - ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне республикăри тирпейлекен предприятисем сĕт сутакансенчен ял хуçалăх организацийĕсемпе кооперативĕсенчен, уйрăм предпринимательсенчен, ытти харпăрлăхçăран кашни килограмм сĕте вăтамран 19,76 тенкĕлле йышăннă.

Çынсенчен пуçтарнă тата тирпейлекен предприятисем йышăннă сĕтĕн вăтам хакĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çав уйрăмлăх - килти хуçалăхсенчен продукци пуçтарнисен тÿпи.

Сĕтрен юр-вар туса кăларакан предприятисем сĕтĕн кашни литрне пĕлтĕрхи сентябрьте - 16,39, кăçалхи çав уйăхра - 16,11 -28 пус, иртнĕ çулхи октябрьте - 18,36, ку çулхи асăннă хушăра - 17,54 -82 пус, 2013 çулхи ноябрьте - 20,05, иртнĕ уйăхра - 19,35 -7 пус тенкĕлле йышăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.